Чувашская РО ПРГУ РФОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                           

                           

       

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисене – парне (01.09.2017)

01 сентября 2017 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класа çÿреме тытăнакан хевтесĕр 11 ачашăн Çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăннипех пысăк уяв иртрĕ.

Вĕсем парнене – пластилина, сăрăна, ÿкермелли альбома, тĕрлĕ тĕслĕ хут пуххине тата шкулта кирлĕ ытти хатĕре – тивĕçрĕç.

Асăннă мероприяти «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх акципе килĕшÿллĕн иртрĕ. Ачасене вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ЧР Ĕçлев министерствин отрасльти профсоюзăн пĕрлештернĕ организацийĕн председателĕ Игорь Поручиков саламларĕ тата парнепе савăнтарчĕю

Сăмах май, РФ патшалăх учрежденийĕсенче тата общество ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмра ĕçлекенсен профсоюзĕн республикари комитечĕ тата Чăваш Республикинчи Ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй аппарачĕ пуçарнипе сăваплă çак юхăм çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче вăй илнĕ. Тĕллевĕ чăннипех пархатарлă: профсоюз организацийĕсем йышлă, сахал тупăшлă, тăлăха хăйсен хÿттине илнĕ çемьесенчи тата сусăр ачасене шкулта кирлĕ хатĕр парнелеççĕ.

Ыркăмăллăх акцине РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн, Кÿкеçри ватă çынсемпе инвалидсен çурчĕн, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсен, архивсен, патшалăх учрежденийĕсен профсоюз организацийĕсем уйрăмах пуçаруллă хутшăнчĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Гидрометцентр России

   

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика