Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эшпай –Сĕнтĕрвăрринче

03 июля 2010 г.

В. ИВАНОВА.

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче хальхи вăхăтри чи паллă композитор, СССР халăх артисчĕ А. Эшпай, хăйĕн ывăлĕпе Андрей Андреевичпа – «Арбат ачисем» тата «Хаяр Иван» телесериалсене ÿкернĕ паллă режиссерпа – тата Валентин мăнукĕпе Сĕнтĕрвăрринче пулнă. Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. Фошин пирĕн хулана килнĕ.

А. Эшпай, чăвашсен паллă композиторĕн тата хор дирижерĕн А. Тогаевăн тăванĕ, Сĕнтĕрвăррине хăйĕн иккĕмĕш тăван çĕршывĕ вырăннех хурать. Вăл кунти шкулта (хальхи 1-мĕш номерлĕ гимнази) вĕреннĕ, тăван хуларанах фронта кайнă. Андрей Яковлевич хăйĕн ачалăхĕ иртнĕ хулара çулсеренех пулать, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе те тĕл пулать.

Хальхинче А. Эшпай чи малтан район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Дмитриевпа тĕл пулчĕ. Александр Иванович композитора юбилей ячĕпе саламларĕ тата ăна вырăнти пукане ăстин Т. Дверенин кĕнекине асăнмалăх пачĕ. Композитор та хăй енчен А. Дмитриева «Сăмахăм – Эшпай çинчен» кĕнеке алă пусса парнелерĕ.

Ун хыççăн чаплă хăнасем хула масарĕ çинче пулчĕç, мăн аслашшĕсемпе ытти тăванĕсен вилтăприсем çине чечексем хучĕç. А. Эшпайпа пĕр класра вĕреннĕ Майя Михайловна Листенева вара хăнасене килĕнче тулли кĕрекепе кĕтсе илнĕ.

Юлашкинчен тĕлпулу 1-мĕш номерлĕ гимназире , А. Эшпая халалланă залра вĕçленчĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429570, Чувашия, г. Мариинский Посад, ул. Николаева д.47
Телефон: 8(83542) 2-14-06
Факс: 8(83542) 2-14-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика