Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйă усал ĕçе ан явăçтартăр

28 февраля 2017 г.

 Халĕ килĕрен тенĕ пекех компьютер пур. Ачасене унпа усă курни вĕренỹре аталанма пулăшать, аслисене ĕçре пулăшу кỹ- рет тата ытти те. Анчах ку ху- тĕнче эпĕ урăххи çинчен сăмах пуçарасшăн. Психика енчен çи- рĕпленсе çитмен çитĕнекен ăру компьютерти кирлĕ-кирлĕ мар вăйăсене явăçма пултарать. Хăш-пĕр чухне çак "чир" хăй çине алă хурассипе вĕçленет. Юлашки вăхăтра "Синий кит", "Тихий дом" ушкăн вăййисем вăй илсе пыраççĕ. Вĕсене явăçсан вă-йăсем илĕртеççĕ те илĕртеççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачисем компьютер умĕнче ларнă чухне мĕнпе интересленнине сăнамалла, асăрхаттармалла. Ытларах вăхăт ирттермест-и вăл усал ĕçпе? Каçсерен йĕркеллĕ çывăрать-и? Ыйхи тăранать-и? Ирпе вăхăтсăр вăранмасть-и? Китсем, лĕпĕшсем ỹкермест-и? "Киты плывут вверх", "Разбуди меня в 4.20", "Тихий дом", "Рина"... ытти ушкăнсенче тăмасть-и?

Сирĕн ача вайберпа палламан çынсемпе çыхăнмасть-и? Апат çиессинче улшăну çук-и? Вĕренỹре ỹркевлĕх кăтартмасть-и?

Ачасем вăйăсене тарăннăн кĕрсе каясран асăрхаттарас тĕллевпе шкулта та сахал мар мероприяти ирттеретпĕр. Акă, 9-мĕшсемпе Э. Сейфетдинова ОБЖ вĕрентекенĕпе пĕрле çамрăк ăрăвăн сывлăхне сыхлас пирки мастер-классем, çемьери ашшĕ, амăшĕ, ачисен хутшăнăвĕ пирки калаçусем йĕркелетпĕр.

Районти çамрăксем хушшинче наркомание, алкоголизма, пирус туртнине хирĕçлесе йĕркеленĕ профилактика кунĕсем те çитĕнекен ăрăва алкоголизмпа наркотик, компьютер вăййисем мĕнле сиен кỹнине ăнлантарма пулăшĕç.

Ч. САЛИХОВА, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти психолог-педагог

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика