Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят çичĕ сыпăка та çитет

17 января 2017 г.

 Шăнкăртамри М. Хафизов час-часах хăй утса тухнă çула аса илет. Çăмăлах пулман вăл, çапах хăть ăçта ĕçлесен те шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа, чунтан пурнăçлама тăрăшнă. Ырă ят ачисем, мăнукĕсем, пулас ăру валли те тăрса юлтăр тенĕ.

Минегали Ямалетдинович йышлă çемьере _ пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă _ çуралса ỹснĕ. Шел пулин те, паян йăмăкĕпе иккĕшĕ çеç пурăнççĕ. Мĕн ачаран вĕренме юратнă. Пĕлỹсĕр хăйĕн малашлăхĕ çуккине питĕ лайăх ăнланнă. Çавăнпах ĕнтĕ шкулта, Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче ăс пухнă чухне вĕрентекенсем каланă кашни сăмаха ăша хывнă. Каярах вăл Чулхулари (Горькинчи) партин аслă шкулне те пĕтернĕ.

Диплом илнĕ хыççăн Минегали Ямалетдинович тăван районах таврăннă, Жданов ячĕллĕ колхозра тĕп инженерта вăй хума пуçланă. Çамрăк специалистăн пултарулăхĕ пысăккине тỹрех асăрханă _ хуçалăха ертсе пыма шаннă. Çак тивĕçре вăл 8 çул ĕçленĕ.

1996 _ 1997 çулсенче М. Хафизов район исполкомĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕн, агропромышленность пĕрлешĕвĕн председателĕн, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн çăмăл мар "лавне" туртнă. Каярах "Новая жизнь" фермер хуçалăхне, "Урняк" ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пынă. 2002 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайичченех Минегали Ямалетдинович ра-йон администрацийĕнче çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен тĕп специалист пулнă. Ветеран паян та килте ахаль çеç лармасть. Вăл районти Агропромышленность ветеранĕсен союзĕн председателĕ.

Хăть ăçта вăй хурсан та Минегали Ямалетдинович пĕрле ĕçлекенсен, халăхăн хисепне çĕнсе илме пултарнă. Тăрăшулăхне кура ĕнтĕ вăл Чăваш АССРĕн Верховнăй Президиумĕн, икĕ хутчен республикăри ял хуçалăх министерствин, ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисене тата ытти хаклă хутсене тивĕçнĕ.

Паян та ĕç ветеранĕ нумайăшне усăллă канашсемпе пулăшать.

_ Хальхи ăрун кам пек пулмалли, камран тĕслĕх илмелли пур. Пирĕн ра-йон çитĕнĕвĕсене упраса хăварассишĕн кăна мар, вĕсене тата лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Эсир пирĕншĕн яланах ăслă учитель вырăнĕнче, çавăнпа та эпир сирĕн опытăр тата усăллă канашăрсем çине шансах тăратпăр, _ тенĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов хисеплĕ ветерана 70 çулхи юбилейĕ- пе саламланă май. Минегали Ямалетдиновичăн савăнăçне пĕрле пайлама район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, районти АПК ветеранĕсен союзĕн членĕсем тата ытти хăнасем те килнĕ.

Минегали Ямалетдинович мăшăрĕпе, Муслимя Алемтдиновнăпа 43 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Паян 8 мăнукĕпе савăнаççĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика