Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă кану _ чун канăçĕ

28 июня 2016 г.

Çуллахи каникул малалла тăсăлать. Шкулсенчи сывлăха çирĕплетекен пĕрремĕш сменăри лагерьсем хăйсен ĕçне вĕçлерĕç. Вĕсенче йĕркеленĕскерсенче 612 ача канчĕ. 31-шĕ район тулашĕнче пулчĕ.

Июнĕн 21-мĕшĕнчен вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти лагере 85 ача çỹреме пуçларĕ.

Пĕрлех "Белые камни", "Звездный", "Салют", "Солнышко", "Утес", "Лесная сказка" та ачасене хаваспа йышăнчĕ. Вĕсене районтан 27-ĕн тухса кайрĕç.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти сывлăха çирĕплетекен кану лагерьне пĕрремĕш сменăра 55 ача çỹрет. Вĕсем икĕ отряда уйрăлнă: "Лучики" тата "Неунывайки". "Хĕвел пайăркисемпе" "пуçа усманнисем" чăннипех те вăхăта хаваслă ирттерме тăрăшаççĕ.

_ Кашни куна ирхи зарядкăран пуçлатпăр,_ паллаштарать кану программипе Г. Чукмаева лагерь начальникĕ. _ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Д. Хусеиновăпа Э. Садретдинова _ воспитательсем (шкулта шăпах практика ирттереççĕ) _ килни те кăмăллă. Вĕсем ертсе пынипе мĕн кăна тумаççĕ ачасем. Пĕрремĕш кунхи флешмоб та килĕшрĕ пурне те.

_ Ачасем пĕрле канаççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ, походсене çỹреççĕ, вăйă-конкурса хутшăнаççĕ, тăван тавралăхпа тĕплĕнрех паллашаççĕ. Кунĕ-пе компьютер умĕнче ларасси çук,_ кăмăллăн калаçать чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ.

Тавракурăма та анлăлатаççĕ лагерьте. Юмахсемпе викторинăсен кунĕнче мĕн тĕрлине çеç аса илмерĕç вĕсем. Сăнарсене куç умне кăларчĕç.

Мультфильмсен кунĕ те интереслĕ иртрĕ. Тепринче кашни отряд юрă-ташă номерĕсем хатĕрлерĕ. Спорт кунĕнче вара "Айтăр-ха, каччăсем" тата "Айтăр-ха, хĕрсем" конкурса хутшăнчĕç.

Лагерьте хăйсене мĕн килĕшнине асфальт çине ỹкерчĕç. Таса та уçă пĕлĕт айĕнче чăннипех те тепĕр тĕнчене курма пулчĕ кунта. Ỹкерес кăмăл çакăнтан çĕкленчĕ вĕсен. Çавăнпа ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕç. Кунта та телейлĕ ачалăх хут çине сăрланчĕ. Тĕрлĕ тĕспе илемлетрĕç ỹкерчĕксене ачасем. Пĕринчен тепри лайăхрах пулчĕç ĕçсем.

Çитĕнекен ăрăвăн пĕлмелли сахал мар. Шыв-шуртан та, вут кăвартан та асăрханмаллах. Çаксене аса илни те вырăнлă. Ăна та мантармаççĕ аслисем.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика