Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пĕр çĕршывра пурăнатпăр

23 июня 2016 г.

Çапла пĕтĕмлетỹ тăвас килчĕ манăн Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула Мускав хăнисем килсе кайнă хыççăн.

Туслăх кĕперĕ вара маларахах хурăннă-мĕн. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче ялти педагогсем çĕршывăн тĕп хулинче регионсем хушшинче ирттернĕ семинара хутшăннă. 2012 вăтам шкулти педагогсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелли мелсене алла илнĕ. Мастер-классене, уçă мероприятисене, ăсталăх мастерскойĕсене кĕнĕ. Çут çанталăка çỹп-çаппа варалани вара кашнинех пăшăрхантарнă. Пултарулăх концертĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тĕнче епле илемлĕ пулнине пĕтемлетнине пурте ырланă.

Шкулсем хушшинчи туслăх малалла тăсăлнă. Пĕр-пĕрин ĕç опытне вĕренесси çеç пулман вĕсен. Хулари тата ялти вĕрентỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсене çывăхлатасси те тĕпре тăнă. Тепринче çак тĕллевпе инçе çула ачасене те илсе тухнă. Çитĕнекен ăрăва Мускав килĕшнĕ. Ăçта çеç çитмен вĕсем! Экологи катастрофипе çыхăннă уçă форумра чи кирлĕ шухăшсене ăша хывнă. Мăсăльман тĕн управлнийĕн резиденцийĕнче А. Крганов муфтипе тĕл пулнă. Юлашкинчен хула ачисене яла килме йыхрав ярса хăварнă.

Маларах педагогсем хăйсем çула тухнă. Шăнкăртам ачисем Мускавра пулнине пĕтĕмлетекен конференцие хутшăннă. Тутар кухнин вăрттăнлăхĕпе паллашнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине халалланă уяв концертне курнă. Чăваш Республикипе паллашни вĕсемшĕн çĕнĕлĕх пекех туйăннă. Уçă сывлăшра вутпа пĕçернĕ апатпа сăмаварта вĕретнĕ чей техĕмлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ.

Шăнкăртамсем хăнасене ку хутĕнче те чыслăн кĕтсе илнĕ. Делегаци йышĕнче 7-8 классенче вĕренекенсем пулнă. Ачасене çемьесене вырнаçтарнă. Кашни кун тулли программăпа иртнĕ. Малтанхинче вĕсем шкулпа, ăруран ăрăва куçса пыракан йăла- йĕркепе паллашнă. Ачасем ташă тĕнчипе пурăнни кăмăла кайнă. Мечĕте кайса курни те килĕшнĕ. Тепринче ял уявĕнче савăннă. Килнĕ хăнасене хăйсене те тĕрлĕ вăййа явăçтарнă. Ютшăнса тăман çитĕнекен ăру.

Раççейри пысăк ялсенчен çын шучĕпе виççĕмĕш тăракан Шăнкăртампа паллашни мĕне тăрать. Корея хутĕнчен уйра çитĕнекен кирек хăш чечек евĕр ăсталанă çыхă тума вĕренни те кăмăллă. Аслисем ромашка кăларчĕç. Вăл çемье, юрату, шанăç символĕ. Ачасем утмăлтурат ăсталарĕç. Епле илемлĕ панно пулчĕ.

Шăмăршăри "Чăваш вăрманĕ" наци паркне çитсе курни яланлăхах асра юлатех. Р. Купкенов хăйĕн участокĕнче кану йĕркелесе пани паха. Унсăрăн хула ачисем лашапа хăçан ярăнса куратчĕç-ха.

"Раççее ял кирлĕ-и-ха?" темăпа ирттернĕ пĕрлехи дискуссинче малтанах пĕтсе пыракан ял сăн-сăпатне кăтартнă. Каярахпа Шăнкăртама сăнланă. Танлаштару витĕмлĕ пулнă. Çĕкленекен ял Раççей чун-чĕрипех танлашать.

Тăрăшса вĕренни пурнăçра тỹрĕ çул çине тухма пулăшатех. Ỹркенменлĕх, ĕçе юратни, йăла-йĕркесене тытса пыни, аслисене итлени, ваттисен халалне тĕпе хуни вырăнлă.

Ачасен шухăш-кăмăлне тĕплĕн пĕлес тĕллевпе тепĕр вăйă ирттернĕ. "Чăматана" мĕн пухса кайнине пĕлесшĕн пулнă Шăнкăртамсем. Унта интереслĕ пулăмсем, курни-илтни нумай хурăннă. "Çỹп-çап" миххине вара Шăмăршăри "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнчи вăрăмтунасемпе вĕтĕ шăнасене тултарма сĕннĕ.

Çыхăну çирĕпленсех пыни курăнать. Малашне ачасен ашшĕ-амăшĕ çитĕнекен ăрупа пĕрле çула тухасшăн.

А. Мягкова ертсе пыракан Мускаври шкул тĕрлĕ округ-па, тĕрлĕ çĕршыври шкулпа çыхăну тытать. Яллă вĕренỹ учрежденийĕсемпе _ пуçласа. Çавах инçе çула кĕскетсе çула тухнисене ку хутĕнче те пурне те килĕшнĕ. Çакна Л. Мышинская çырнă сăвă йĕркисем те уççăн çирĕплетеççĕ. "Çанталăк та, тăкакĕ те аркатаймĕ пирĕн туслăха. Халăхăн ăш пиллĕхĕ, йăли-йĕрки килĕшрĕ. Малашне те çухăну татăлмĕ. Çакнашкал ялсенче тивĕçлĕ ăру çитĕ-нет. Ялсен малашлăхĕ пурах. Çемьесемпе кунта тĕпленме кирек кам та хирĕç мар", тенĕ унта.

Ачасен ашшĕ-амăшĕ те çыхăнура пулнă Шăнкăртамсемпе. Вĕсем те кирек кам Мускава пырас пулсан та хăнана кĕме чĕнеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика