Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹ çулĕ хыçа юлчĕ

24 мая 2016 г.

 Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакан 14 каччăпа хĕр кăçал алла аттестат илмелле. Тунтикун вĕсемшĕн тата ыттисемшĕн вĕренỹ çулĕ вĕçленнине пĕлтерсе юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Çак ятпа выпускниксене шкул директорĕ С. Калайбашева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Валитов, ялăн обществăлла канашĕн председателĕ А. Асеинов, рес- публикăри мусульман тĕн управленийĕн ячĕпе М. Валеев, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Н. Федорова, класс ертỹçи С. Ишмуратова тата ыттисем саламларĕç.

Н. Федорова район, республика шайĕнче ĕçре палăрнă вĕрентекенсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. С. Калайбашева шкулти "2016 çулхи чи лайăх вĕрентекен" ята тивĕçнĕ Ч. Ишмуратовăна, "2016 çулхи чи ла- йăх класс ертỹçи" _ Г. Закировăна, "2016 çулхи чи лайăх вĕренекен" _ Л. Ильясовăна, "2016 çулхи чи лайăх спортсмен" _ Р. Кардонова, "2016 çулхи чи лайăх спортсменка" _ Э. Кеметовăна саламларĕ. Шкулти, районти, республикăри олимпиадăсене хутшăнса çитĕнỹ тунисем те хисепе тивĕçрĕç.

11 класри Н. Азизовпа пĕрремĕшĕнчи З. Махмутова (автор сăн ỹкерчĕкĕнче) юлашки шăнкăрав панă хыççăн выпускниксем чечек çыххисен ытамне кĕрсе ỹкрĕç.

х х х

Çак кунах Сăкăтри, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Хирти Пикшикри, Туçари, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам тата ытти хăш-пĕр шкулсенче те юлашки шăнкăравсем янăрарĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика