Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешỹ çул-йĕрĕ тумхахсăр мар, çапах кăтартуллă

19 апреля 2016 г.

ШĂНКĂРТАМРИ Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта мĕн пĕчĕкренех кĕрешỹ помосчĕ çине тухнă ачасем сахал мар. Вĕсенчен пĕри "Корэш" меслечĕпе Раççей чемпионне çитнĕ Р. Карданов. Рамиса спортăн çак енĕпе питĕ тарăн "чирлеме" физкультурăпа ОБЖ учителĕ М. Калайбашев пулăшнă. Çак енĕпе Раççейри федераци членĕ шутланакан тренер пултаруллă ачана тỹрех куç хывнă. Çине-çинех тренировкăсем туни, çакăнпа пĕрлех кире пуканĕ йăтни, йĕлтĕрпе те чупни каччăна хушма вăй-хăват кĕртме çеç пулăшнă. 2013 çулта вăл Мускавра, тепĕр çулах Чăваш Енте виççĕмĕш призер тата чемпион пулнă. Унсăр пуçне ялти тата районти акатуй-сабантуйсенче чи вăйлă конкурентсемпе кĕрешсе палăрнă. Вăлах Атăл тăрăхĕн- че йĕркеленĕ Раççей шайĕнчи ăмăрту призерĕ те.

Ватăсем выртан каска мăкалать, çỹрен каска çеç якалать тенĕ. Спортсменăн пултарулăхне туптама, ăна малалла аталанма, хавхаланма Чăваш Республикинчи Корэш федераци Президенчĕ Ферид Чабатов та нумай пулăшнă. Кирек мĕн каласан та паянхи кун укçа-тенкĕпе пулăшакан çук пулсан инçе çула та тухса çỹрейместĕн, çĕнтерỹ патнелле те ăнтăлаймастăн.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика