Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тĕслĕхлĕ çемье

12 ноября 2014 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура: "Çемье вăл _ этемлĕхĕн тĕп хаклăхĕсенчен пĕри, обществăн никĕсри пайĕ. Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле социаллă кăмăл-туйăмĕ çемьесем мĕнлерех çирĕп пулнинчен килет", _ тенĕ. Çемьене упраса хăварасси вара пĕр-пĕрне хисеплесе ăнланса пурăннинчен килет. Çирĕп çемьесен шутне Шăнкăртамра пурăнакан Искандер Халирахмановичпа Фасяхат Тагирзяновна Алеевсем кĕреççĕ. Çак кунсенче вĕсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине паллă турĕç.

Кун пирки мансах кайнă мăшăрсене ял тăрăхĕн администрацийĕнчен шăнкăравласа аса илтерчĕç. Çакăн хыççăн Фасяхат аппа чылайччен çывăрса каяймарĕ. Пурăнса иртнĕ пурнăçĕ, ачалăхĕ куç умне тухса тăрса куççуле те кăларчĕ.

Çăмăлах пулман унăн пурнăçĕ. Ашшĕнчен вăл иккĕре, шăллĕ вара пĕр эрнере юлнăскерсене амăшĕпе асламăшĕ ỹстерсе çитĕнтернĕ. Мĕн ачаранах ĕçе хăнăхтарнă.

Шăнкăртам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн колхозри строительство бригадине вырнаçнă. Çакăнта куç хывать те ăна çамрăк каччă, пĕрле ĕçлекен Искандер. 1964 çулта юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕç хыççăн çула май машинăпа килне лартса каятăп тесе каччă çамрăк хĕре кабинăна ларма сĕнет. Анчах та Фасяхат вăл каç килне çитеймест, ăна Искандер качча вăрласа каять. Çапла пĕрлешеççĕ те икĕ çамрăк чĕре.

Унтанпа Искандер абыйпа Фасяхат аппа 50 çул пĕрле шăкăлтатса пурăнаççĕ. Малтанхи 8 çулне упăшкин пысăк çемйинче пурăннă, каярахпа вара çамрăк мăшăр хăй йăва çавăрать.

Çак касрах çурт лартаççĕ. Вĕсен юрату çимĕçĕсем _ 5 ачи. Виçĕ хĕр те 2 ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенешкел, Искандер Халирахмановичпа Фасяхат Тагирзяновнан ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех маттур та сăпайлă, ĕçчен. Вĕсем питĕ туслă пурăнни куç умĕнчех. Пурте пурнăç çулĕ çинче çирĕл тăраççĕ. Аслă хĕрĕ Сириня районти тĕп больницăра вăй хурать. Рамил ывăлĕ ялта, юнашарах хăйĕн çемйипе пурăнать. Наил тĕп килте. Наиляпа Люция Хусанта тĕпленнĕ. 6 кĕçĕн мăнук Алеевсен. "Çемьере килĕшỹ хуçалансан анчах пурнăç илемлĕ", _ тет Искандер абый. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе ачисене тĕрĕс воспитани панă. Çемье пуçлăхĕ нумай çул стройкăра вăй хунă, строительсен бригадине ертсе пынă. Ялти витесене, фермăсене хăпартнă. Мăшăрĕ те унпа пĕрлех вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Искандер абый халĕ те пушă лармасть, обществăлла ĕçсене хутшăнать. Ялти ваттисен Канашĕн членĕ, мечетре "мээзин" ĕçĕсене пурнăçласа пырать.

Çак паллă кун ячĕпе Алеевсене чысланă мероприятине районти ЗАГС пай ертỹçи Наталья Емелина, ял тăрăх пуçлăхĕ Марат Айзатуллов, ялти культурăпа библиотека ĕçĕсене пурнăçлакан центрăн методисчĕ Миндания Якушева, мăшăрсен ачисемпе чи çывăх тăванĕсем хутшăнчĕç. Наталья Васильевна мăшăрсене ылтăн туйпа саламланă май юбилярсен ятарлă кĕнеки çине алă пустарчĕ. Мăшăрсен свидетелĕсем вара _ Сиреняпа Рамил ашшĕпе амăшĕ пĕрлешнĕренпе чăнах та 50 çул çитнине алă пуссах çирĕплетрĕç. Миндания Шарифзяновна баянпа каласа чĕрене хумхантаракан юрăсемпе саламларĕ. Марат Минсеитович ялта Алеевсен çемйи ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнче пулнине каларĕ. Искандер Халирахмановичпа Фасяхат Тагирзяновнана маттур ачасем çуратса ỹстернĕшĕн тав турĕ, асăнмалăх парне парса чысларĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика