Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх аллейи çĕкленет

22 октября 2014 г.

Çĕр çинче лăпкă та тăнăç пурнăç пулма чăн малтан мĕн кирлĕ-ши? Çак ыйтăва та виçĕ сăмахпа çеç çыхăнтарасшăн: Туслăх, Юрату, Ăнлану. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăнлавсем пĕр тĕвре пулсан çеç эпир мирлĕ тỹпери сарă хĕвелĕмĕрпе киленĕпĕр. Иртнĕ эрне кун Шăнкăртамра уçнă Туслăх аллейи те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăхăн ламран-лама куçса пыракан çыхăнăвне çирĕплетсе паракан пĕлтерĕшлĕ тăрăх пулса юлĕ.

Аллея тума республикăри экологи ыйтăвĕпе çыхăннă ыр кăмăллăх акцине хутшăнса РусГидро компани 300 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă. Кĕр мăнтăрĕпе вăй илсе тымар ярсан çитес çулсенчех сайра тĕл пулакан туя тĕмĕсем илем кỹрĕç. Çитес вăхăтра кунтах вырнаçтарнă пы-ысăк чул катрамĕ çине аякранах курăнмалла "Аллея Дружбы" тесе çырнă палăк пулĕ. Ун çинчех çитĕннĕ çыннăн тата пĕчĕк пепкен символлă алă йĕрĕсем çак паллă вырăнăн пĕлтерĕшне пуянлатĕç.

Сăмах май каласан, энергетиксем ыр кăмăллăхпа халăхшăн алă тăсни пĕрремĕш хут та мар иккен. Пуçласа вĕсем çакнашкал аллейăна тĕп хуламăрта уçнă.

Савăнăçлă мероприятие район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов, "Чувашская энергосбытовая компания" обществăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К. Афанасьев, компанин районти уйрăмĕн директорĕ Д. Гаврилов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Р. Абдулвалеев, ял çыннисем хутшăнчĕç.

Виçĕ çул каялла Шăнкăртам ял çыннисен ыйтăвне шута илсе вырăнти "халăх тарçисемпе" обществăлла Канаш членĕсем пуçласа малтанхи йывăçсене лартнăччĕ. Вĕсен алли çăмăл пулчĕ курăнать. Каярахпа аллейăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕпе пирĕн тăрăхра вырăна тухса йĕркеленĕ ларăва хутшăннă май туя, хыр йывăççисемпе пуянлатрĕç.

Тепĕр темиçе çултан çак вырăн юмах тĕнчи евĕр капăрланĕ, кунта чавса илемлетнĕ çăл куç-пусă вара нихçан та типмĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика