Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унран ырă тĕслĕх илмелли пур

04 октября 2014 г.

 Ч. Ишмуратова Шăнкăртамри вăтам шкул выпускникех пулнă. 9 класс хыççăн Чĕм-пĕрти педагогика колледжне çул тытнă. Унти пурнăçа хастар хутшăннă. Олимпиадăсене, конференцисене, конкурссене явăçнă. Çаксене çирĕплетекен грамотăсем нумай Чулпан Минхарисовнăн. Тĕп вĕренỹпе пĕрлех курссисене те çỹренĕ çамрăк. Унăн ячĕ "Чĕмпĕр облаçĕнчи 2012 çулхи чи лайăх выпускниксем" справочнике те кĕнĕ. Колледжран лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Çакăнти пĕлỹпе çеç лăпланса ларма шутламан специалист, Чăваш патшалăх университетне çул тытнă.

Паян Чулпан Минхарисовна хăйĕн тăван шкулĕнче ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Тĕллевлĕ шутлакан учитель урокĕсенче яланах ĕçлĕ лару-тăру. Ачасене пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та ĕçлеме хăнăхтарать вăл. Ют чĕлхепе вулама, çырма, калаçма вĕрентет.

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕрен кăтартăвĕсем те лайăх педагогăн. Компьютерпа анлăн усă курать Ч. Ишмуратова. Ку чухнехи кĕнеке материалĕсене мала хурать. Ĕç кăтартăвне ачасен ỹсĕмĕпе те хаклама пулать. Акă Д. Бурчаклы районти наукăпа практика конференцийĕнче 2012 çулта, Г. Шарафутдинова 2013 çулта виççĕмĕш, Л. Яфизова конкурсра виççĕмĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Л. Махмутова Раççей шайĕнчи "Олимпусикра" виççĕмĕшпе, Л. Махмутовапа А. Курякова тĕнче шайĕнчи тупăшура виççĕмĕшпе савăнтарнăччĕ. Г. Калайбашевапа И. Рязапова дистанциллĕ олимпиадăра призлă вырăнсене тухнăччĕ.

Уроксем хыççăн кружок ертсе пырать вĕрентекен. Шкулта иртекен мероприятисем çинчен ра-йонти "Авангард" хаçатра та сахал мар материалсем çырать.

Ачасене конкурссене явăçтарнипех лăпланмасть Чулпан Минхарисовна. Районти "Вĕрентỹ процесне педагогика технологийĕсене эффективлă пурнăçа кĕртмелли чи лайăх модель" тупăшура "Учитель-эрудит" номинацие тивĕçрĕ. "Халăх шкулĕ" журналта ачасене хăй тĕллĕн вĕренме май паракан проектне пичетлерĕ.

Чулпан Минхарисовна районти шкулсенчи учительсем валли уçă уроксем те ирттерет. Çавăн пекех çамрăк вĕрентекенсен шкулĕнче пысăк хастарлăх кăтартать.

7а класс ертỹçи те вăл. Коллектива пĕтĕçтерес тесе сахал мар тăрăшать педагог. "Самый класный-класный" конкурса хутшăнса район шайĕнче çĕн-терỹçĕ пулчĕ. Хăйĕн пултарулăхне республикăра та кăтартма именмерĕ.

Класăн сайчĕ те пур. Унта ачасен ĕç-хĕлĕ çуталать. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура ертỹçĕ. Вĕсен умĕнче педагогика темипе калаçусем пуçарать, уйрăмшар кашнийĕнпе сăмах хускатать.

Ч. Ишмуратова курссемпе семинарсене кăмăлтан хутшăнать. Предмет эрнисене, район мероприятийĕсене ирттерме пулăшакан та вăл. Чулпан Минхарисовна ялти культурăпа кану центрĕнче пулакан концертсене ертсе пырать. Обществăлла ĕçе ачаранах хастар хутшăннипе те çыхăннă çакă. Спорт мероприятийĕсем, акцисем, тĕпчев ĕçĕсем те ют мар уншăн. "Скажеем: "ДА! здоровью!", "Малашлăх çамрăксен аллинче!", конкурссен призерĕ те çамрăк. Иртнĕ çул ăна районти çамрăксен правительствин председательне суйланă.

Пурне те пулăшма хатĕр çын Чулпан Минхарисовна. Коллективра, ялта хисепĕ пур унăн. Ĕçлеме пултарни, яваплăха туйни, тимлĕ, сăпайлă пулни унăн паха енĕсене çирĕплетеççĕ те. Уçă пулнăран çамрăксене хăй тавра пухаять те педагог. Кирек хăш ĕçе те вĕçне çитерме пултарать. Умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçлаять.

Чулпан Минхарисовнан шкул администрацийĕ, районти вĕрентỹ пайĕн, республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствин грамотисемпе дипломĕсем те пур. Çавăнпа та çамрăксене унран ырă тĕслĕх илме сĕнесшĕн те.

Л. ПАВЛОВА, директор çумĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика