Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 80 çул хыçра, пур пĕр утатпăр малалла!

14:24 21 сентября 2020 г.

  Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, хăйĕн ĕçĕ, хăйĕн пурнăçĕ… Хамăр суйласа илнĕ ĕç-хĕле эпир улăштарма пултараятпăр пулсан. Шăпана вара … Çук. Вăл Турри палăртса панă пурнăç сукмакĕпе нихăçта та пăрăнмасăр малалла шăвать. Çав çул çинче тумхахсемпе кукăрсем тĕл пулсассăн та.        

 Сител ялĕнче шăп та лăп 80 çул каялла кун çути курнă Павел Осипович Павловăн та шăпи пĕр тикĕссĕн чупман. Йывăр саманара çуралнăскерĕн , ун чухнехи ытти çынсенни евĕрех, пурнăç çулĕ çинче савăнăçĕпе нуши самай пулнă. Хăйĕн çак вăрăм ĕмĕрĕнче вăл пылакĕпе йÿççине çителĕклех тутанса курнă.        

   Палюк тетене чи хаклă çынни вăтам хреçчен çемйинче кун çути парнеленĕ. Вăл ытти тăванĕсем пек мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçа пуçланă. Малтанрах кил-тĕрешри вак-тĕвек япаласампе аппаланнă. Каярах вара аслисемпе пĕртан пахчара, уй-хирте кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.         

 Каламасăрах паллă ĕнтĕ: вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăнхи вăхăтсем пуриншĕн те йывăр та асаплă кунсем. Çак саманара çут тĕнчене килнĕ шăпăрлансене пушшех те çăмăл пулман. Вĕсене ун чухне хырăм выççи, çие тăхăнма тум çукки, çывăх çыннисен тĕпренчĕкĕсем валли ăшăлăхне нумайрах уйăрма вăхăт сахалрах пулни тата ытти те нушалантарнă. Çапах Палюк тетесем нăйкăшса, самана çине кÿренсе ларман. Вĕсем аслисемпе пĕртан, ял-йышпа пĕрле вăй хунă. Тыр пул туса илнĕ, кĕтÿ кĕтнĕ, выртмана кайнă, тата ытти йывăр ĕçе выçăлла-тутăлла, чир-чĕрсене парăнтарнă. Темĕнле йывăр çулсенче пиçĕхсе ÿснĕ пулсан та чун-чĕре ăшпиллĕхне, кăмăл-сипетне çухатман.         

 Çак нушаллă тапхăра пула вăл шкул сукмакне нумаях такăрлатайман. Çичĕ çул çеç пĕлÿ çуртне утма тÿр килнĕ унăн. Кайран тăван колхоза аталантарасишшĕн, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн вăй-хунă. Çак хушăра Красноярск хулинче виçĕ çул çарта пулса тăван çĕршыва чыслăн сыхланă.         

  Ырă çынна ырă тупра тенĕ евĕр Павăл Осипович тĕлне питĕ кăмăллă та сăпайлă хĕр лекнĕ. Пĕрре курсах ман мăшăр пуласси çакă тесе пуçăмра шухăшсем çуралнине аса илет вăл. Чăннипех Анна Васильевна, куршĕ Ишлĕ ял пики, ытармалла мар таса та тÿрĕ чунлă çын. Килен каяна вăл яланах ăшă йăл-кулăпа кĕтсе илет, ăшă кулăпах ăсатса ярать.        

   Çак икĕ çамрăк 1966 –мĕш çулта çемье çавăрнă. Палюк тете хăйĕн савнă мăшăрĕпе яланах килĕштерсе пурăннă. Халĕ те çаплах. Хĕрарăма ытти ар çынсем евĕр пули-пулмишĕн вăрçса хăртмасть вăл. Кăмăла кайманни тупăнсассăн ăслăн вĕрентсе çеç палăртса хăварать.          

 Вĕсем юратупа килĕшÿре пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ: икĕ ывăл та виçĕ хĕр. Тулли кăмăл-сипетпе тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă Павловсем тĕпренчĕкĕсене. Вĕсен 22 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнук.          

 Павловсем халĕ те ватă тесе алă усса лармаççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç лартса ÿстереççĕ. Çурчĕ умĕнчи илемлĕ чечекĕсем аякранах илĕртÿллĕн курăнса кăмăла çĕклеççĕ. Хăйсене йăпанмалăх выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Кил хуçи вара мĕн ачаран хăнăхнă йăлана халĕ те пăрахмасть. Çăвĕпе ирех тăрса пулла васкать. Мăшăрне пысăккисене тытса килсе савăнтарма юратать.         

 Паянхи юбилейпе саламлама Палюк тетен пур тăванĕ те пухăннă. Аякра пурăнакан ывăл- хĕрĕсем те инçе çула кĕскетсе килме май тупнă. Çакăн пек ырă та кăмăллă, тăван ялшăн яланах тертленнĕ ватта Аслă Арапуç ял тăрăхĕ те манса каймарĕ. Ăна хисеп туса çак сумлă паллă кунпа Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова, Аслă Арапуçĕнчи депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Васильев, Сител вулавăш пункчĕн библиотекарĕ Оксана Хомуткина, культорганизатор Ирина Лякова саламларĕç. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам открыткийĕпе пĕрле тав хучĕпе хакланă май Павел Осиповича яланах паянхи пек çирĕп сывлăхлă пулма, çакăн пек савăк кăмăлпа çÿреме сунса асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.        

  Юбиляр та хаклă хăнасене яланах çирĕп кăмăлпа пурăнмаллине, пуçа нихăçан та кирек-хăш лару-тăрура та çухатмалла маррине сунса тулли кĕрекере техĕмлĕ, хăй пуçтарнă курăксенчен вĕретнĕ сиплĕ чейпе хăналарĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика