Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ачасене савӑнӑҫ парнелерĕҫ!!!

15:08 24 июля 2020 г.

 Ачасем – пурнăç чечекĕсем тенĕ. Чăнах та вĕсем пирĕн пуласлăх, малашнехи çĕршыв аталанăвĕ те çак шăпăрлансенченех килет. Анчах та çĕнĕ ăрăва пурнăçăн тĕп çулĕпе илсе пырасси пирĕн тивĕç. Çакă йăлтах эпир вĕсене мĕнле воспитани панинчен палăрать.Патăрьел райăнĕнчи  Сител халăхĕ тата унти уйрăм хастарсемпе влаç çумĕнчи çынсем ку ыйту çине питĕ тĕплĕн пăхма тăрăшаççĕ. Çитĕнекен ăру ачалăх кунĕсене  хаваслă ирттертĕр тесе самай вăй хураççĕ.      

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш автономи облаçне тусă хунăранпа 100 çул çитнипе кашни яла аталантарма, тирпей-илем, халăх пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртме çĕршер пин тенкĕ уйăрма йышăннă. Çакна сителсем те хапăл тусах йышăнчĕç. Вăхăта сая ямасăр панă нухрата халăхпа пĕр сăмахлă пулса хамăр пуласлăх çинчен шухăшласа ялти шăпăрлансем валли илемлĕ те чаплă лапам йĕркелеме шут тытнăччĕ.     

  Акă, каланă - тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăнăвне алă пуснăранпа шутлă кунсем çеç иртрĕç пулин те Сител ялĕ варринче пĕлтĕр çĕнетме пуçланă паркра ачасем валли пысăк парне вырнаçтарчĕç те ĕнтĕ. Халĕ кунта пурнăç «чечекĕсене» каникул тата кану кунĕсене усăллă, савăнăçлă ирттерме хитре те тĕреклĕ тĕрлĕ ярăнмалли тата вылямалли хатĕрсем пур. Вĕсем парк тата ял сăн-сăпатне аякранах çутатса, илем кÿрсе лараççĕ.     

 Нумай çĕрте çÿлерех асăннă йышăнупа килĕшÿллĕн паракан укçа-тенкĕне ĕçе кĕртсе ĕлкĕреймен-ха. Сителсем вара унпа туллин усă курма вăй-хăват çитерчĕç те ĕнтĕ. Çакă тата ялта ытти ырă улшăнусем кĕске вăхăтрах пурнăçланса пыни уйрăм хастарсем тăрăшнипе пурнăçланса пыраççĕ. Кунта уйрăмах Аслă Арапуç ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕн тата Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма тăрăтнă кандитачĕн Юрий Степановăн тÿпи пысăк. Унăн пуçарулăхĕпе тата вăл халăхпа, вырăнти влаç çумĕнчи çынсемпе килĕштерсе ĕçленине курах ĕнтĕ Сителĕмĕр малалла аталанса пырать.     

Çапла, ку тĕрĕс сăмах. Шăпах Юрий Николаевич пек тăрăшакансем пуррине курса тата çĕнĕ паркра тирпейлĕн вырнаçтанă ача лапамĕнчи шăпăрлансен хаваслă сассине итлесе ял пуласлăхĕ пуррине чунпа туйса савăнатăн, Сителĕн малашлăхĕ пуррине ĕненетĕн.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика