Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш чĕлхи илемĕ сăвăра» акцие хутшăнни

17:22 28 апреля 2020 г.

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчaк та юрлать кунта, ав, чăвашла,
Пин чĕлхеллe халăх хушшинче
Калаçса çÿретĕп эпĕ – чăвашла.

(Любовь Мартьянова)

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.

Атте-анне чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе – халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.

Чăваш чĕлхи кунне 1992-мĕш çултанпа апрелĕн 25-мĕшĕнче, Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнă кун, паллă тума йышăннă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа ирттереççĕ.

Кăçалхи çул уйрăм лару-тăрăва пула мероприятисем онлайн-мелпе иртеççĕ. Çавна май Наци библиотеки вулакансем валли Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи илемĕ сăвăра» акции ирттерчĕ. Вулакансен хăйсене килĕшекен сăвва видеопа çырса илсе кирек хăш социаллă сетьре те вырнаçтармалла пулнă.

Ку акцие Катькас ял библиотекин чи хастар вулаканĕсем, библиотека тусĕсем Ельниковсем – Лукапа Игнат тата библиотека ертÿçи Анжелика Угарова та хутшанчĕç.

Сăвăсен видеороликĕсене Контактри «Катькас ял библиотеки» тата «Муркашри ял тăрахĕсем хушшинчи библиотека» ушкăнĕсене вырнаçтарнă. Çак ссылкăсемпе паллашма пулать: https://vk.com/club178845271

https://vk.com/club26458079

Çавăн пекех библиотекăра «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» ятлă кĕнеке куравне те йĕркеленĕ. Куравра чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явма пулăшакан кĕнекесене те, И.Я. Яковлевăн пурнăçěпе ěçě-хěлě çинчен çырнă литературăна та, унăн калавĕсене те, чăваш халăхне панă Халала та тăратнă.

 

 

 

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика