Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Капăр ёлка чĕнчĕ хăйĕн ытамне!

08:20 30 декабря 2019 г.

Йăлл! йăлкăштарчĕ вут-хĕмне            

 Илемлĕ ёлка пирĕн.             

Çĕклерĕ вăл кашнин чунне,            

   Янратрĕ юрă вирлĕн.     

    Сител клубĕнче паян савăк кăмăл, йăл-йăл кулă, илемлĕ юрă хаваслăн янăрарĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара çĕнĕ çул çывхарса килет. Çавна май кунта Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь ачасем валли савăнăçлă уяв йĕркелерĕç.      Вĕсем ирттернĕ ёлкăна кам кăна килме хапăл туман-ши? Унта паян вăрман тусĕсене, юмахри сăнарсене, тĕрлĕ халăх çыннине те курса савăнма май пулчĕ. Ачасенчен нумайĕшĕ карнавал тумĕсене тăхăнса килни елкăна самай капăрлатрĕ.  Пурте хаваспах Хĕл Мучипе Юр Пике патне васкаса çитнĕ. Кашнийĕшех сăвă-юрă вĕренсе килме хапăл тунă.     

   Уявра культорганизатор хăнасене, ял-йыша, ачасене Çĕнĕ çулпа саламласа шăши çулне тулли кăмăлпа кĕтсе илсе ирттерсе яма сунчĕ. Унтан пурте пĕрле симĕс чăрăш тавра тăрса юрăсем юрларĕç, тăпăртатса ташăсем ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Çĕнĕ çулăн чи кĕтнĕ хăнисем, Хĕл Мучипе Юр Пике килсессĕн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Хĕл хуçийĕ хитре сăмахĕсемшĕн, маттурришĕн кучченеçсем парса хавхалантарчĕ.    

    Ёлка питĕ чаплă та кăсăклă иртрĕ, пурне те савăк туйăм парнелерĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика