Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Белоруççи хӳтӗлевçине Василий Федорович Лякова медаль парса чысларӗç.

09:33 21 ноября 2019 г.

  Çитес çул иккĕмĕш Тĕнче Вăрçи пĕтнĕренпе 75 çул çитнине уявлатпăр. Хаяр тăшмана Совет Союзĕн тата ытти нумай çĕршыв çĕрĕсем çинчен хăваласа кăларса янине анлăн паллă тума палăртаççĕ.      

   Акă Белоруççи халăхĕ фашистсенчен хăтăлнăранпа 75 çул çитнине кăçал уявларĕ. Çак ятпа вĕсем Тĕнче Вăрçинче çапăçнă, хăйсен ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ хальхи вăхăтра сывă пурăнакан пĕр ветерана та манса хăвармарĕç. Пурин валли те ятарласа юбилей медалĕ хатĕрлерĕç.      

   Шăпах çакăн пек пысăк чыса Сителти Василий Ляков та тивĕçрĕ. Аслă Арапуç тăрăхĕнчи пĕртен пĕр сывă ветерана шăпа Белоруççин пĕрремĕш фронтĕнчи артиллери полкĕнче хаяр тăшмана хирĕç кĕрешме пÿрнĕ. Кунран- кун наводчик пулса çапăçакан сержанта вилĕм сыхласа çÿренĕ. Анчах та вăл никама та парăнман, ытти миллион салтак евĕр паттăррăн çапăçса пире Çĕнтерÿ парнеленĕ.      

  Çак хаклă медальпе чыслама Василий Лякова хисеп туса хаклă хăнасем республикăран, районтан, ял тăрăхĕнчен килне килсех саламларĕç. Вĕсем 97 çулхи ветерана хаяр тăшманпа паттăррăн кĕрешнĕшĕн тав тунă май сывлăхлă пулма, 100 çула çитме сунчĕç, сумлă парнесемпе те савăнтарчĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика