Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çула тирпейлерĕç

15:17 14 октября 2019 г.

   Çÿллĕ те капмар çуртсем, илĕртÿллĕ те хитре парксем, таса та тикĕс çулсем…. Шăп çаксем ĕнтĕ ял сăн-сăпатне çутатса илемлетекеннисем. Çавна шута илсе Сителсем час-часах хăйсем пурăнакан кил-тĕрешне, урамри çулсене тирпейлесе, йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ. Ялти депутатсемпе старостасем, культура ĕçченĕсем пуçарнипе тăтăшах субботниксем ирттереççĕ.          

   Çак канмалли кунсене те ял-йыш сая ярас темерĕ. Вĕсем вырăнти депутат Николай Вазенков йĕркеленипе пĕр шухăшлăн пулса Пионер урамĕнчи Чăпăк çырми (халăхра çапла калаççĕ) тĕлĕнчи çула юсарĕç. Тĕрлĕ техникăпа пĕр шикленмесĕрех каçса çÿреме меллĕ пултăр тесе вак кирпĕчсем сарса тирпейлерĕç. Николай Вазенков хăйĕн тракрорĕпех чулĕсене турттарса килсе парса тăчĕ.        

   Сителсем ĕçе тĕплĕн тусан çеç усси пулассине аван пĕлеççĕ. Çавăнпа та Чăпăк çырми çывăхĕнче пурăнакан, кунта вăй хума хапăл тунă маттурсем питĕ тăрăшрĕç, малашне çынсене иртсе кайма кăмăллă пултăр терĕç.        

   Эпир çак хастарсене ял шăпишĕн, унăн илемĕшĕн ĕçлеме юратакансене чун-чĕререн тав тăватпăр. Яланах вĕсенче вăй-хăват тапса тăтăр, пĕр-пĕрне пĕр май пулăшма вăхăчĕсем тупăнса пыччĕр. 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика