Территориальный отдел "Ярославский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярославка тата Чемей культура ҫурчĕсенче Ваттисен кунне уявларĕç.

23:34 02 октября 2019 г.

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, Ярославка тата Чемей культура ҫурчĕсенче Ваттисен кунне уявларĕç. Уява Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Шадрин Сергей Юрьевич уçрĕ. «Хисеплĕ ватăсем: эсир хăвăр пурнăҫа ĕҫпе ирттернĕ. Ĕҫ-сирĕн пурнăҫ тĕллевĕ пулнă. Эсир ача-пăча устернĕ: хуҫалăх ҫавăрнă: кашни кунах юратнă ĕҫе васканă. Эсир хăвăр ĕҫĕрпе ырă ята тивĕҫрĕр. Эпир сирĕнпе хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр. Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатăп» - терĕ вăл  ватă çынсене саламланă май.

Кашнин пичĕ çинчи йăл кулă, пĕр-пĕрин хушшинчи хаваслă, уçă калаçу аслă ÿсĕмри çынсем çак куна чăтăмсăррăн кĕтнине сăмахсăрах çирĕплетсе пачĕç. Ара пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма шăпах кунта май пур-çке.

Ярославка культура ҫурче ҫумĕнчи художество пултаруллăх ушкăнне ҫӳрекенсем ватă çынсене хăйсен илемлĕ юрриипе хавхалантарса савăк кăмăл парнелерĕç.

Аслă ăрури çынсем çулĕпе çамрăках мар ĕнтĕ, хăйсен пурнăçĕнче мĕн кăна курман пулĕ. Çавăнпа та вĕсене пирĕн юратмалла, итлемелле, пулăшмалла, хисеплемелле. Асаннесем, кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем пире яланах ырă канаш параççĕ, хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсен ылтăн аллисем мĕн кăна тума пĕлмеççĕ пулĕ! Анчах эпир уншăн час-часах тав сăмахĕ калама манатпăр. Килти, кÿршĕри тата ялти ватăсене пулăшма нихăçан та манар мар.

Таймапуçах сире, хисеплĕ ватă çынсем, сирĕн пархатарлă ĕçĕрсемшĕн.  Вĕсем пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрĕç. Сире ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр, сывлăхпа, шанăçпа пурăнма, телейлĕ пулма ыр сунатпăр.

Территориальный отдел "Ярославский

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429552, Чувашская Республика, Моргаушский район, д. Ярославка, ул. Центральная, д. 5
Телефон: 8(83541) 64-7-33
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика