13:42 17 сентября 2019 г.
Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи «Сывлăмпи» фольклор ушкăн Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче иртекен кĕрхи ĕçсем вĕçленнине халалланă «Чÿклеме» уявра пулса курчĕ. Сăмах май, ку ялта чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев, чăваш киноне пуçарса яраканĕ Иоаким Максимов-Кошкинский, чăваш халăх поэчĕ Александр Алка та çуралса ÿснĕ.
«Сывлăмпи» ачисем курма килнĕ хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕç кăна мар, вĕсем Иван Яковлев уçнă шкулта та пулса курчĕç, паллă çынсемпе тĕл пулса калаçрĕç, Кăнна Кушки ял историйĕпе паллашрĕç. Çулĕ инçе пулсан та кайса килме тăрать. Палăртса хăвармалла: «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи – Кондукторова Надежда Максимилиановна. Вĕсемпе пĕрле Калайкасси шкулĕн директорĕ Ершова Татьяна Аркадьевна, пуçламăш класра вĕрентекен Данилова Алина Николаевна та инçе çула кайса килчĕç.
https://vk.com/album-136634421_266836119
http://morgau.cap.ru/news/2019/09/17/sivlampi-tutar-respublikinchi-techch-rajonnchi-kn
Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики