Кайнлыкский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ


                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрçă нихăçан та ан пултăр…

15:40 08 мая 2019 г.

   Аслă Отечественной вăрçăра нимĕç фашисчĕсене аркатса тăкнăранпа 74 –çул çитнине асăнса Кайнлăк ял тăрăхĕнче митинг иртрĕ. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе шкул ачисем вăрçă паттăрĕсене мухтаса сăвăсем каларĕç, савăнăçлă юрăсем шăрантарчĕç. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Кузьмин Альберт Германович вăрçăпа ĕç ветеранĕсене çирĕп -сывлăх тата иксĕлми телей сунчĕ. 

   Çак кун чăн-чăнах та пысăк уяв. Кашни çул çуркунне, майăн 9-мĕшĕче ветерансем орденĕсемпе медалĕсене кăкăрсем çине çакса уява пуçтарăнаççĕ.

   Историре Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пек вăрçă урăх пулман. Çак вăрçăра халăх тĕлĕнмелле хастарлăх тата паттарлăх кăтартнă. Çитĕнсе çитнисем кăна мар, çамрăксем те, çавăн пекех ачасем те чăн-чăн геройсем пулса т нă. Пирĕн республикăран Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине 208 пин çын ытла кайнă, 110 пин ытла çапăçу хирĕнче пуç хунă, çав шутран хыпарсăр çухалнисем 47 пин çын. Вĕсем хăш вырăнта вилни те, вил тăпри ăçти те паллă мар. Гитлер çарĕсене Мускав патĕнче тытса чарса хĕвел-анăçнелле хăваласа кайма, Берлина çитсе тĕп тума çăмăлах пулман. Тапăннă чух тăшман кунта 190 дивизи, 3000 танк, 500 яхăн самолет илсе килнĕ.

   Гитлер çарĕнче 5 миллион салтаксемпе офицерсем пулнă. Мускавпа Ленинград тата ытти пысăк хула патнелле тапăнса пырса Гитлер хушнипе ун çарĕсем Совет Союзне тĕппипех аркатса тăкмалла пулнă, 4 рейхкомиссариат туса хума шутланă. Çак вăя хирĕç тăнă пирĕн çарсенче 120 дивизи пулнă, 1470 танк , 1540 çар самолечĕ пулнă.

   Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнмалăхне хÿтĕлесе хăварас тесе Кайнлăк ял тăрăхĕнчен 305 вăйпитти арçынсем кайнă, 181 çын çапăçу хирĕнче пуç хунă, çав шутран хыпарсăр çухалнисем. 124 çын тăван кĕтесе таврăннă.

   Йăлмахва ялĕнчен 93 вăйпитти арçынсем кайна, вĕсемпе пĕрлех 3 çамрак хĕр.Весем: Алякина Александра Ивановна, Зайцева Таисия Исаевна, Миронова Раиса Сергеевна.Чуна хумхантаракан салтак юрри юрласа, пурçăн тутăр вĕçтерсе ял-йышпа сывпуллашнă, малтанах пĕрремĕш вăрçа кайма илнĕ повестка, вĕсем вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех çапăçăва кĕрсе пуçĕсене хунă. Чи малтан тухса кайна çамрăксем:

1.Иванов Федор Иванович

2.Рыжов Семен Степанович

3.Албутов Илларион Андреевич

4.Волков Геннадий Иванович

5.Краснов Семен Иванович

Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăнă салтаксене те вăрçă хирне ăсатнă. Вĕсем:

1.Абукин Никита Васильевич

2.Антонов Петр Павлович

3.Петров Василий Федорович

1942 султа илсе кайнă çамрăксем- вĕсем 1925 –мĕш çулхисем пĕри те тăван яла таврăнаймарĕç. Вĕсем: 1.Хораськин Николай Иванович

2.Иванов Петр Иванович

3.Дмитриев Алексей Васильевич

4.Антонов Леонтий Павлович

Вĕсене кашнине асăнса ял администрацие çумĕнчи хурăнсемпе топольсем хушшине лартнă палăк çине çырса хунă. Таван Çĕршыва хÿтелесе хăварас тесе, пирĕн ялтан та фронта çемйи-çемйипе кайна.

1.Зайцев Исай Семенович

2.Зайцев Тимофей Семенович

3.Зайцев Степан Исаевич

4.Зайцев Андрей Исаевич

5. Зайцева Таисия Исаевна

1.Миронов Семен Сергеевич

2.Миронов Аристарх Сергеевич

3.Миронов Дмитрий Сергеевич

4.Миронова Раиса Сергеевна

Патвар арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕ. Пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Паллах хĕрарăмсем, ачасем анчах ĕçлемен, ватăсем те колхоз хирне çуренĕ. Ватти те, вĕтти те ун чух пур çук пурнăçпа çĕрне кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ, май килнĕ таран Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă.

   Салтак арăмĕсем! Ялти çамрăк яш-кĕрĕм.Кунне- çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ вĕсем. Мĕн тĕрлĕ ĕç кăна туман пуль кун каçипе. Çулла-и, хĕлле-и ,кĕркунне-и, шурăмпуç çути кантăкран килсе шаккичченех тутлă ыйхине татса ĕçе пикеннĕ. Эсир арçын вырăнне тăрса çĕр сÿреленĕ, арçын вырăнне сухапуç тытнă. Пĕтĕм уйри тырра çурлапа вырнă. Хĕвелпе пĕрле тăрса, хĕвел аничченех пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем уя ача кÿмипе тухнă, хутран-ситрен тар пĕрчисене ал тупанĕпе шăла-шăла арçын ĕçĕсене тунă. Канма ларсан та, хăв ĕшеннине, ывăннине кăтартман. Кĕркунне сивĕ çумăр айĕнче ĕшеннĕ сан-çурăмне пăхмасăр çĕрулми кăларнă, кăшман каснă. Икĕ пăтлă михĕсене вăшт çеç çурăм çине çавăрса хурса лавсем çине тиенĕ..Кунĕпе хальтан кайса килсе ывăнсан та çимелли пулман, ачăрсене мăйянтан çăкăр пĕçерсе панă, курăк яшки, крахмальтан пашалу пĕçернĕ. Ку хĕрарăмсем фронтра алла пăшал тытса çапăçман,разведкăна çÿремен, анчах Çĕнтерĕве çывхартма вĕсем хывнă çав тери пысăк тÿпене кам шута илмесĕр, хисепе хумасăр тăма пултарĕ.Кашнин хăйĕн кун-çулĕ,хăйĕн шăпи. Çемьеллĕ пулса ача-пăча çитĕнтернисем те пур вĕсен хушшинче,пĕччĕннисем те.

   Хаяр вăрçăран çĕнтерÿпе тăван яла таврăннисем шучĕ 36 çын. Вĕсен хушшинче нумайĕшĕ паттăрллаăхпа хăюллăх кăтартнă. Орденсемпе медальсем кăкăрĕсем çине çакса тăван яла таврăннă. Тем те тÿснĕ, тем те курнă вăрçă çулĕсенче. Çапăçу хыççăн çапăçу. Тăван яла таврăнсан ветерансем мирлĕ ĕçе пуçăннă. Нумай çул хушши колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Волков Алексей Иванович, Соколов Аркадий Иванович, Крылов Михаил Сергеевич. Вăрçă суранĕсене пула вĕсен ĕмĕре кĕске пулчĕ.

   Хаяр вут-çулăмран çăлăнса юлнă ветерансен шучĕ кунран-кунах чакса пырать. Паянхи кун пирен Кайнлăк тăрăхĕнче пĕр вăрçă ветеранĕ те çук.

   Мĕн кăна курман пулĕ вăрăм ĕмĕр хушшинче, мĕнле кăна терт –хуйăх витĕр тухман пуль. Анчах парăнман, чĕркуçленсен те тăнă, ÿксен те çĕкленнĕ. Халĕ акă Çĕнтерÿ 74 çул тултарнине кĕтсе илеççĕ. Таймапуç вĕсене. Ĕмĕр парăмра, эпир вĕсен умĕнче, сывлăхлă пулăр ĕç ветеранĕсем.

Кайнлыкский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429143, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Починок-Быбыть, ул. К.Маркса, д.4
Телефон: 8(83539) 33-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика