Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Куçса çỳрекен кĕнеке куравĕпе паллашрĕç

10:18 16 июля 2018 г.

    Чăвашсене кăна мар, Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине пĕтĕм халăх паллă тăвать. Вулавăшсенче те тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ, кĕнеке куравĕсем ĕçлеççĕ. Александровка ял вулавĕшĕн библиотекарĕ те куçса çÿрекен «Аслả вĕрентекен» ятлă куравпа Çĕнĕ Сĕнтĕр ял уявĕн илемне кĕртрĕ.

   Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, Библие чăвашла куçараканĕ. Чăннипех те Улăп – çын пулнă-çке Иван Яковлев. Унăн ĕçне хакласа пĕтереймĕн. Пĕр сăмахпа, пысăк чунлă çын кăна çакăн пек пулма пултарать. 50 çул хушши тăван халăх чечекленĕвĕшĕн, пуласлăхĕшĕн вăй хунă вăл. Вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех илемлĕ литературăра та çанă тавăрса ĕçленĕ.

   Куравпа чылай çын пырса паллашрĕç. Чăваш халăхне панă халалпа тата фотопухăмпа та нумайăшĕ кăсăкланчĕç. Чăвашла вулама чăваш букварьне çыракан паллă патриарха сума суса Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай та сăмах каларĕ. «Иван Яковлев халалне асра тытса пурăнасчĕ, шур акăш тĕкĕ евĕр çемçе , шăнкăр шыв юххи пек янăравлă, чĕкеç чĕлхи пек çепĕç чĕлхепе ирĕклĕн калаçасчĕ. Чăваш халăхĕ пурăннă чухне унăн чĕлхи те ĕмĕр -ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс - тĕкел пурăнĕ»,- тесе пĕтĕмлетрĕ курава пирĕн ентешĕмĕр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика