Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Енчен те эс, студент пулсан!

13:51 26 января 2023 г.

   Январĕн 25-мĕшĕ - Раççей студенчĕсен кунĕ. Çавăн пекех ăна Татьяна кунĕ те теççĕ. Мĕншĕн тесен шăпах çав кун тĕне ĕненекенсем çветтуй Татианăна - Римра кун çути курнă хĕре, Христос вĕрентĕвне çирĕп тытса пынăскере, хăйне темĕнле асаплантарсан та унран сивĕнме килĕшменскере - асăнаççĕ. Çав çветтуй студентсен хỹтĕлевçи шутланать.
   Студент пурнăçĕ питĕ кăсăклă та асра юлакан кунсем. Тин çеç ашшĕ-амăшĕн хÿттинчен тухнă çамрăксем хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхса пыраççĕ. Çак тапхăрта вĕсем тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренеççĕ.
     Студентсен кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тесе çак кун Ситиелти культура ĕçченĕсем «Енчен те эс студент пулсан» квест –вăйă ирттерчĕç. Унта паянхи аслă класра ăс пухакансем, пулас аслă шкулсен вĕренекенĕсем хаваспах хутшăнчĕç. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленĕ мероприяти тĕрлĕ интереслĕ конкурс-викторинасемпе пуян пулчĕ. Вулавӑш ӗҫченӗ паянхи уявӑн историпе паллаштарчӗ. Ачасем кунта экзамен тытса пăхрĕç, сессие мĕнлерех «çимеллине» тăнкарчĕç. Унсăр пуçне общежитинчи хаваслă пурнăç еплерех пулнине те пĕлчĕç.
    Вăйăсем хыççăн кашни пулас студент хăй ăçта вĕренме каяссине, чăн-чăн студентăн еплерех пулмаллине хăйсен шухăшĕ витĕр пĕлтерчĕç. Паянхи шкул ачисене культорганизатор хӑйӗн студент пурнӑҫӗ пирки, ют хуласенче, аудиторири сак хушшинчи кун-ҫул ҫинчен тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.
   Йĕркелÿçĕсем кашнинех савăнăçлă кăмăл парнеленисĕр пуçне çĕнĕ кирлĕ информаци те пайтах пĕлтерчĕç. Мероприяти пуриншĕн те усăллă пулнине палăртрĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика