Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫитрӗ кӗтнӗ Сурхури!

17:56 14 января 2023 г.

Эх, Сурхури, Сурхури!

Мĕн чул унăн савăнни,

Ирпе пăрçа сапатпăр,

Каçпа пăтă çиетпĕр.

Эх, Сурхури, Кĕркури!

Уяв чаплӑ пултӑр-и?

   Сурхури — авалхи чӑвашсен уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Унта ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ.

   Сак уява ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле ҫӳресе пухнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран сӗтел ҫи хатӗрленӗ.

   Авалхи йӑласене манас мар, вӗсене хальхи ҫамрӑксем валли упраса хӑварас кӑмӑлпа Сителти культура ӗҫченӗсем Сурхури уявне паллӑ турӗҫ. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь ертсе пынипе ялти хастарсем килӗрен киле ҫӳрерӗҫ. Вӗсем Сурхури сӑввисене каласа тӗрлӗ тутлӑ ҫимӗҫ пуҫтарчӗҫ. Унтан пӗр ырӑ хуҫа патне пухӑнса уяв йӑлине малалла тӑсрӗҫ. Кунта вӗсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ.

   Ҫак уявра мӗн авалтан хӗрсемпе каччӑсем юмӑҫ янӑ. Хӑйсен пулас мӑшӑрӗ кам е еплепех ҫын лекессине питӗ пӗлес килнӗрен тӗрлӗ мелсемпе юмӑҫ пӑхнӑ. Сителсем те ӗлӗххилле хапха урлӑ кӑҫатӑ ывӑтрӗҫ,   карта решеткисене ытамласа тытрӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑмрӑк ҫавӑрттарчӗҫ. Унсӑр пуҫне ӳркенменскерсем вутӑ та шутларӗҫ. Ҫапла майпа ку ҫулталӑка мӑшӑрлӑ е мӑшӑрсӑр   ирттерессине палӑртрӗҫ.

   Сурхурире мӑнасатте-асаннесем хӗвел ҫуралать, ҫӗнӗ кун, ҫӗнӗ вӑхӑт, ҫӗнӗ тӗнче пуҫланать тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна аван ирттерсе яма тӑрӑшнӑ. Сителсем те ҫакна шута илсе Сурхурине тулли кӑмӑлпа, савӑнӑҫлӑ туйӑмпа уявларӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика