Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раштавра юрлатпӑр савӑнса!

17:49 08 января 2023 г.

   Ҫӗнӗ ҫула кӗрсенех, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, православи тӗнне ӗненекенсем Христос Ҫуралнине уявлаҫҫӗ. Ҫак кун — ҫулталӑкри чи илемлӗ те ҫутӑ кунсенчен пӗри. Раштав уявӗ мӗн авалтан ҫынсене ҫутӑ туйӑмсем, шанчӑк, ӗненӳ парса тӑрать.   Сителти клубра шӑпах ку пулӑм ячӗпе "Раштавра юрлатпӑр савӑнса" уяв ирттерчӗҫ. Йăлана кĕнĕ тăрăх Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор ку мероприятине ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ. Кашни ҫул хӑйне евӗр интереслӗрен те интереслӗрех ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Кăçал та уяв ҫӗнӗ юрӑ-ташӑсемпе, вӑйӑсемпе пуян пулчӗ.

   Клуба килме хапăл тунисем самаях пулчĕç. Вĕсене нимĕнле сивĕсем те, пăрланса ларнă шуçлак çулсем те хăратмарĕç. Ара ял халăхĕпе пĕрле савăнмашкăн пурте хапăл-çке.

   Елкăна тĕрлĕ кăсăклă карнавал тумне тăхăнма ÿркенменнисем те пайтах пуçтарăнчĕç, хăйсен илемĕпе çынсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Хитрелĕхĕпе çеç мар пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартса, чун каниччен илĕртÿллĕ ташăсем ура хуçса ташласа та курма килнисен кăмăлне хăпартлантарса савăк туйăм парнелерĕç.

   Кашни Ҫӗнӗ ҫулхи уявсен хуҫисем, Хĕл Мучипе Юр Пике, пухăннисене тĕрлĕ конкурспа вăйă выляттарса вӗсем мĕн пултарнине тĕрĕслерĕç, унтан пурне те пылак кучченеçсемпе сăйларĕç. Çак уявра никама та манса хăвармарĕç, пурин кăмăлне те çырлахтарма пултарчĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика