Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сурхури, Сурхури,Ҫитрӗ кӗтнӗ сурхури

00:07 14 января 2023 г.

Сурхури, сурхури,

Ҫитрӗ кӗтнӗ сурхури.

Эсир ӑна куртӑр- и?

Хапха уҫса хутӑр- и?

Хирӗҫ тухса илтӗр- и?

Айтӑр пӗрле, юлташсем,

Чун - чӗререн савӑнар,

Сурхурине халалар!

     Авалхи асаттесен- асаннесен йӑла- йӗркисене тӗпе хурса, ваттисен  халалӗсене манса каяс мар, упрас, ҫамрӑк ӑрусене те вӗренсе хӑварас тесе, Анат Чакӑ ялӗн культура ҫуртӗнче  маттур та юрра - ташша, пурнӑҫа илемлетме юратакан ҫынсем сурхури уявне пуҫтарӑнчӗҫ.

    Вӗсене малтанах  Первомайски тавраш уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сорокин А.В. Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗ, халӑхӑн ӗлӗкхи лайӑх пулӑмӗсене малалла тӑснӑшӑн тав сӑмахӗсем каларӗ.

    Уява Первомайски ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем сурхури ҫинчен юрӑсем юрласа пуҫларӗҫ. Уявра авалхи пекех юмӑҫ пӑхрӗҫ, пӗр- пӗрне сурхури апачӗсемпе сӑйларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, юрӑсем юрласа, ташӑсем ташласа савӑнчӗҫ.

   Савӑнӑҫлӑ каҫа ял ҫыннисем  тӗрлӗрен кӑсӑклӑ маскӑсем,  тумтир- ҫипуҫ тӑхӑнса килни питӗ илемлетрӗ. Хаваслӑ вӑйӑ- кулӑ Ҫӗнӗ ҫулта час- часах янӑрасса шанаҫҫӗ ял- йышсем.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика