14:07 13 января 2023 г.
Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пулӑшас акци Патӑрьел муниципалитет округӗнче малалла пырать. Первомайски, Анат Чакӑ ял ҫыннисем Сергей Савинов Украинӑна каяссине пӗлсен паттӑр салтаксем валли кучченеҫсем хатӗрлерӗҫ. Татьяна Шурякова, Ксения Смирнова, Зинаида Шурякова, Надежда Белова хӑйсем хатӗрленӗ улма- ҫырла варенийӗ, тӗрлӗрен компотпа салат, консервӑланӑ хӑяр- помидор ӑсатрӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫар ҫыннисем валли ҫӗршер мӑшӑр ытла ӑшӑ чӑлха-алса парсан ячӗҫ.
Акцине маттур хӗрарӑмсем пӗрремӗш хут кӑна мар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен ыр кӑмӑллӑхӗ, чун ӑшши салтаксене тӑван тӑрӑха тӗрӗс-тӗкел таврӑнма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района