10:56 04 ноября 2022 г.
2005 - мӗш ҫултанпа чӳк уйӑхӗн 4 - мӗшӗнче Раҫҫейре халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун 1612 ҫулта К. Мининпа Д. Пожарский тӗрлӗ халӑха пуҫтарса ҫӗршыва поляк ҫарӗсенчен тасатнӑ.
Пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва халӑхшӑн паллӑ пулӑмлӑ кунсене ӑнланма пулӑшас, пӗрлӗхлӗ халӑх вӑйӗ ҫинчен каласа парас тӗллевпе Анат Чакӑ ялӗн культура ҫуртӗнче Любовь Верликова ачасем валли мероприяти «Пĕрлĕхре вāй» ирттерчӗ. Шкул ачисем Раҫҫей, унӑн гимнӗпе ялавӗн историйӗсем ҫинчен аса илчӗҫ, пурте пӗрле гимн, халӑх тата ҫӗршыв ҫинчен юрӑсем юрласа, сӑвӑсем вуласа, викторинӑри ыйтусене хуравласа, вӑйӑсем выляса хӑйсен пӗлӗвӗсене ӳстерчӗҫ.
Первомайское сельское поселение Батыревского района