Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫӗршыв вӑйӗ - пӗрлӗхре!

21:46 02 ноября 2022 г.

   Чӳк уйӑхӗн 4 -мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уяв тӗлне тӗрлӗ мероприяти иртереҫҫӗ. Раҫҫейре ӑна 2005 ҫултанпа официаллӑ уявсен шутне кӗртнӗ. Ҫак куна 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑма халалланӑ. Вӑл вӑхӑтра Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский тӗрлӗ халӑха пухса Мускавран поляксен ҫарне хӑваласа янӑ.
  Шӑпах Сител ялӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫак тапхӑра халалласа "Ҫӗршыв вӑйӗ - пӗрлӗхре!" вӑйӑсемпе информациллӗ пӗлӳ сехечӗ ирттерчӗҫ. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йӗркеленӗ уявӑн тӗп шухӑшӗ — халӑх пӗрлӗхне сума суни пулчӗ. Вӗсем вӑйӑ-кулӑ урлӑ ачасене тӗрлӗ наци ҫынни туслӑ пурӑннин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ.
  Мероприятинче культура ӗҫченӗсем чӑн малтанах уявӑн историйӗпе паллаштарчӗҫ. Ятарласа хатӗрленӗ ӳкерчӗксем тӑрӑх ачасене ун чухнехи тапхӑр пирки пӗлме интереслӗ те, ҫӑмӑл та пулчӗ.
  Унсӑр пуҫне клубпа библиотекӑра тӑрашакансем шкул ачисене кӑсӑклӑ викторинӑра тупӑштарчӗҫ. Шӑпӑрлансем ыйтусене хаваспах хуравларӗҫ. Хӑйсем те Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ интереслӗ пулӑмсене мӗн пӗлнине каласа кӑтартрӗҫ.
  Ҫак мероприяти ачасене питӗ килӗшрӗ. Вӗсем тата та кун евӗр тӗл пулусем тӑташрах тума ыйтни те ҫакна уҫӑммӑнӑх палӑртать.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика