Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хӗрлӗ-хӗрлӗ панулми- паянхи уяв Пики!

19:32 19 августа 2022 г.

 Чӑннипех, паян православи тӗнне ӗненекенсем панулми Сӑпасне уявлаҫҫӗ. Ӑна мӗн ӗлӗкрен анлӑн паллă тунӑ. Çак кун панулмине тата ытти улма-çырлана чиркÿре сăвапланă. Унтан тӗрлӗ ҫимӗҫ пӗҫерсе хӑнасене сӑйланӑ.

 Сителсем кашни ҫулах панулми сӑпасӗн кунне паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та сак сӑлттавпах кӗҫӗн ӳсӗмри юлташӑмӑрсем клубпа библиотека ӗҫченӗсем йӗркеленӗ мероприятине пухӑнчӗҫ. Ҫак уяв тӗрлӗ вӑйӑ, конкурс йухӑмӗпе "Хӗрлӗ-хӗрлӗ панулми - çак уявӑн Пики" ятпа иртрӗ.

  Паянхи мероприяти питӗ кӑсӑклӑ та ҫӳллӗ шайра пулчӗ. Чӑн малтанах Оксана Хомуткина библиотекарь ачасене кӗнеке тӗнчине йыхравларӗ. Унта вӑл "Руҫри панулмисен илемӗ" презентаципе паллаштарчӗ. Ҫак сӑпасӑн авалтан пыракан йӑлисемпе, сӑнавӗсем пирки каласа кӑтартрӗ. Унсӑр пуҫне шӑпӑрлансене уявпа ҫыхӑннӑ юмахпа интереслентерме пултарчӗ.

  Мероприятин малаллахи пайӗ клубри залра тӑсӑлчӗ. Унта шкул ачисене Ирина Лякова культорганизатор тӗрлӗ вӑйӑра тупӑштарчӗ, флешмоб ташлаттарса савӑнтарчӗ. Конкурссенче пур те питӗ пултаруллӑ пулни сисӗнчӗ. Кашниех хушнӑ ӗҫсене савӑнса та тулли кӑмӑлпа пурнӑҫларӗҫ. Уява пухӑннисене йӗркелӳҫӗсем пылак кучченеҫсемпе сӑйларӗҫ.

  Панулми Сӑпасӗ ачасен ташӑ картипе, питӗ кӑсӑклӑ хут-шоупа вӗҫленчӗ. Кӗмӗл тӗслӗ мишурасемпе пӗчӗкскерсем чунӗсем каничченех ташласа киленчӗҫ. Хальхи вӑхӑтри юрӑ-кӗвӗсемпе тӗрлӗ хусканусем туса савӑнчӗҫ, пӗр - пурне савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика