Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пулăшмашкăн яланах хатĕр!

13:53 16 января 2021 г.

    Çынна ырă туни ырăпах таврăнать тенĕ мĕн авалтан. Çакна Пӑлапуç-Пашьел шкулне куллен сукмак такăрлатакан Сител ачисем те питĕ аван ăнкараççĕ. Çавăнпа та яланах кашни минута усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.                                                      Акă пушă вăхăтсене нумайăшĕ телефон е планшет умĕнче сая ярса лараççĕ. Сителсем вара унченхи пек Тимур ушкăнне йĕркеленĕ. Çак туслă та маттур команда самай ырă ĕçсем тунипе палăрса тăрать. Вĕсем ватă çынсене кил таврашĕнчи хăйсем тума мехел çитереймен ĕçсене пурнăçласа параççĕ.                                                                                                               Çак кунсенче те яланах пулăшма ăнтăлакансен ушăкăнĕ Пăлапуç-Пашьел вăтам шкулĕн аслă вожатăйĕ Марина Вазенкова ертсе пынипе пĕччен е сывлăх тĕлĕнчен хавшакрах пурăнакан çынсем патне çитсе килчĕç. Пурне те кил картийĕсенчи юрсене тасатма пулăшрĕç, сукмаксем уçса парса çул туса пачĕç. Çак ĕçсене тÿрĕ кăмăлтан саккăрмĕшпе вуннăмĕш класс ачисем пурнăçларĕç.                                                                                                                                                      Тараватлă ватăсем ырă чунлă ачасене чĕререн тав турĕç. Яланах çапла пĕр-пĕрне пулăшма махел çитернишĕн мухтарĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика