Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юрату çунсассăн чĕрере

13:06 16 февраля 2020 г.

    Юрату чи вăйлă та хĕрÿ туйăм. Юратсан эпир телейлĕ, юратсан пирĕн чĕре çеçкере. Чăнах та çак туйăмсем чунăмра пулсассăн пирĕншĕн çут тĕнче те хитререх, илĕртÿллĕрех туйăнать.                        

    Çак асамлă вăйăн хăватлăхне ĕненсе кашни çулах нарăс уйăхĕнче Валентинасен кунĕнче пĕтĕм тĕнчери Юратакансен уявне паллă тăваççĕ. Сителти культура ĕçченĕсем те ялти Валя ятлă пикесене чысласа «Юрату çунсассăн чĕрере» кану сехечĕ ирттерчĕç. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йĕркеленĕ мероприятине çак илемлĕ уявăн хуçисемсĕр пуçне ялти ытти хĕрарăмсем те килме ÿркенсе тăмарĕç.                                                                                                                    

     Уявра чăн малтанах пухăннисене вулавăш ĕçченĕ «Кĕнеке вулатпăр юрату çинчен» куравпа паллаштарчĕ. Унта вăл хальхи вăхăтри тата унчентерех библиотекăна килнĕ çак туйăм çинчен çырнă çыравçăсен «çимĕçĕсем» пирки кĕскен каласа кăтартрĕ. Хĕр арăмсенчен нумайăшĕ çак кĕнекесемпе интересленсе кайса килне вулама та илме хапăл пулчĕç.                                                                                    

    Малалла куравпа паллашнă хыççăн чи илемлĕ те илĕртÿллĕ Валясене чыслас самант пуçланчĕ. Пурте çак пикесене ăшă та чĕререн шăранса тухакан сăмахсемпе саламларĕç. Кун хыççăн Ирина Лякова пултаруллă хĕрарăмсене тĕрлĕ конкурс-вăйăра выляттарчĕ. Çакăнта вĕсем чун каничченех савăнса, юрласа ташларĕç. Хăйсем юрату çинчен пин-пин юрă пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç.                       

    Мероприяти çавра сĕтел хушшинче малашнехи уявсене пĕрле ирттерессине сÿтсе явнипе, культура ĕçченĕсем çак нихăçан та ÿркенсе тăман маттурсене тав тунипе вĕçленчĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика