Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сумлă юбилейпа саламларĕç

09:57 06 февраля 2020 г.

  Этем çĕр çине пурнăçа малалла тăсма килет. Кашнийĕшех çак çут тĕнчере ырă йĕр хăварса çĕршыва юрăхлă пулма ăнтăлать. Сител ялĕнче 90 çул каялла кун çути курнă Перасковия Герасимовна Лисицына та çак ĕмĕтсемпех пурăнать. Халĕ те ватлăха парăнтарса тăванĕсемпе ачисене, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене усă тăвасчĕ тесе ӗмĕтленет. Мĕнле те пулсан вĕсене пулăшу пултăр, енчен те тинех тĕнчешĕн кирлĕ ĕç тăваймастăп пулин те тет вăл.      

  Чăнах та çулне кура мар çамрăк курăнать Праска аппа. Çакă вăл паллах ĕмĕр тăршшĕпе ĕçпе туслă пулнине пула. Ара Сител ялĕн илемлĕ те илĕртÿллĕ пики мĕн пĕчĕкренех ывăнмасăр вăй хума тăрăшнă. Шкулта виçĕ класс пĕтерсенех аслисемпе пĕрле ĕçе кÿленнĕ. Çапла вара ӗмĕр тăршшĕпех вара колхозра вăй хунă. Нумай çул хушши тăван фермăна çул такăрлатнă. Унта вăл чи пултаруллисен шутĕнче пулнă. Праска аппан сăн укерчĕкĕ яланах чи кăтартуллисен ретĕнче çакăнса тăнă. Тăватă çул хушши пĕр ылмашмасăр пĕрремĕш вырăна тухма пултарнипе вăл Мускава курава кайса килме тивĕç пулнă.        

   Мĕн авалтанах маттур та пултаруллă хĕрсене хăйсен тăрăхĕнчех хăварма тăрăшнă. Праскана та ялта нумайăшĕ хăйсен кинĕ тума ĕмĕтленнĕ. Анчах та пике Георгий Лисицына суйланă. Вĕсем унпа çемье çавăрса нумай-нумай çул килĕштерсе пĕр чĕлхерен пурăннă. Виçĕ тĕпренчĕкне кун çути парнелесе ырă çын пулма пиллесе ÿстернĕ. Ял çинче хисеплĕ те чыслă Перасковия Герасимовна халĕ ачисен ачисемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса, йăпанса пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă Вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине палăртса пур салтака та тав тăвать. Вĕсем пире мирлĕ, тăнăçлă пурнăç парнеленĕрен эпир пурăнаятпăр тет.                                                                                                                                     Çак сумлă юбилейпа Перасковия Герасимована Патăрьел район администрацийĕн строительство тата обществалла инфраструктура аталанăвĕ пайĕн ертÿçи Равиль Ямалетдинов саламларĕ. Çавăн пекех вăл Раççей президенчĕн Владимир Путинăн тата район администраци пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвĕсемпе паллаштарчĕ. Унсăр пуçне пирĕн юбиляра районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Наталия Никитина, Аслă Арапуç ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Федоров, Патăрьел районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Димитрий Выросов, Сителти культура ĕçченĕсем Оксана Хомуткинапа Ирина Лякова чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе ырласа нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕç, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. «Шуçăм» халăх ансамблĕн ертÿçи Валерий Фролов вара Праска аппана илемлĕ те илĕртÿллĕ юрăсем шăрантарса парса чунĕ каничченех савăнтарчĕ. 

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика