Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ Мăрат вулавĕшĕнче "Иван Яковлевич Яковлев-Аслă Вĕрентекенĕмĕр" кĕнеке куравĕ уçăлчĕ

12:23 08 февраля 2018 г.

   Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр — çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. Тÿре-шарасем чăрмав кÿнине, ытти йывăрлăхсене пăхмасăр И.Я.Яковлев хăй умне лартнă тĕллев патнелле çирĕппĕн утнă. 1868 çулта вăл Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçнă, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăнă. Каярахпа çак шкул Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ятпа историне кĕрсе юлнă. Кунта вĕренсе тухнă, учитель ятне илнĕ вун-вун чăваш çамрăкĕ ялсем тăрăх саланса тăван халăх хушшинче пĕлÿ сарнă. Пĕлĕвĕ вара тĕрлĕ енлĕ пулнă: вулама-çырма çеç вĕрентмен, ял хуçалăх ĕçне наука ыйтнă пек йĕркелеме те, ал ĕç ăслайĕсене те т. ыт. те хăнăхтарнă.  
   1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературене ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.

   Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнă , унти вĕренÿ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнă. Патша саманинче вырăс мар халăхсене хутла вĕрентме ирĕк илмешкĕн питĕ йывăр пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевича чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хаклаççĕ.

  И.Я.Яковлев темиçе ют чĕлхе пĕлнĕ, тĕрлĕ çĕршыв ученăйĕсемпе çыхăну тытнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Чĕмпĕре тĕрлĕ ыйтусемпе канаш илмешкĕн ятарласа килнĕ.

  Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр.
  Иван Яковлевич Яковлева сума суса Çĕнĕ Мăрат вулавĕшĕнче  "Иван Яковлевич Яковлев-Аслă Вĕрентекенĕмĕр" кĕнеке куравĕ уçăлчĕ.Пурне те килсе курма йыхравлатпăр!

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика