Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вулавăшра - 6-мĕш классем

08:48 23 января 2018 г.

Кĕнеке пире ăс панăран,

                                       Малашне те вулар юратса…

                                       Вăл ан кайтăр нихçан алăран –

                                       Тăтăр çак пурнăçа çутатса.

     Шкул ачисем кулленхи пĕлĕве шкулта çеç мар, шкул тулашĕнче те туптаççĕ. Ĕçчен ача шкулта вĕренме те вулавăша çỳреме те вăхăт тупать. Паллах, ку ĕçре вĕрентекенĕн тỳпи те пысăк.

    Акă, нумаях пулмасть чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекен Соколова Евгения Николаевна ертсе пынипе, Александровка ял вулавăшне 6- мĕш класс ачисем çитрĕç. Библиотекарь вĕсене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вулавăш фончĕпе паллаштарчĕ Ачасем электронлă презентаци мелĕпе вулавăш историйĕпе, унта тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ библиотекарьсемпе паллашрĕç. Чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă çыравçăсен ячĕсене аса илчĕç. Чăвашла вулама сĕннĕ хайлавсен списокĕпе паллашрĕç . «Пĕр чĕлхе пĕлни аван, икĕ тĕрлĕ чĕлхепе пуплеме пĕлни малашнехи пурнăçра та кирлĕ пулĕ. Чĕвĕлти чăваш чĕлхипе те ирĕккĕн калаçасчĕ», . - палăртса хăварчĕ Евгения Николаевна.

    Ачасем экскурсипе кăмăллă юлчĕç. Килте вулама чăвашла çырнă илемлĕ литература илсе кайрĕç.

     «Кĕнеке - пĕлỳ çăлкуçĕ, кĕнеке вуласан чун пуянланать. Ăна юратăр. Вулавăш алăкĕ кашнийĕшĕн уçă», - тесе ăсатрĕ библиотекарь ачасене.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика