Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Комсомольского района Чувашской Республики. Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ Мăрат библиотекинчи ĕлĕкхи чăваш тĕррин куравĕ «Аваллăхран – паянлăха»

11:25 06 сентября 2017 г.

 Чăваш халăхĕ, хури-шурне сахал мар тÿссе ирттернĕ пулин те, хăйĕн ĕмĕрхи культурине упраса – аталантарса пыма пултарнă. Çав ăспурлăхăн пĕр пайĕ – чăваш тĕрри. Унта чăваш халăхĕн пархатарлă илемлĕх туйăмĕ, ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕ, ăрасна тĕнче курăмĕ тата этемпе çутçанталăк сăнарланнă.
   Пирĕн чăвашсем ваттисен ăс-мулне, пехилне, йали-йĕркине хисепе хураççĕ. Çавăнпа ытарайми хăйне евĕрлĕ культура паянхи кунчченех упранса юлма пултарчĕ. Хамăра мухтанмаллăх, тĕнчене тĕлĕнтермеллĕх, ĕмĕрхи чăваш тĕрри те упранать-ха пирĕн.
   Паян та чаваш тĕрри – чăвашлăхăн чĕрĕ палли, хайне евĕрлĕ наци пуянлăхĕ. Çакна шута илсе эпир Çĕнĕ Мăрат ял библиотекинче, Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне халалласа, «Аваллăхран – паянлăха» тĕрĕсен куравне йĕркелес терĕмĕр. Кунта эпир чăваш тĕррин пуянлăхĕпе илемлĕхĕ курăмлă пултăр тесе тăрăшрăмăр. Кураври упранса – сыхланса юлна капăр тĕрĕ тĕслĕхĕсем курса тăранайми илемĕпе , хакĕпе те тĕлĕнтереççĕ. Çак пуянлăхпа эпир çитӗнекен çамрăк ăрăва паллаштарасшăн. Аслă çулхи çынсене вара - хăйсен мул-пуянлăхне курса çамрăклахне аса илме ыйтасшăн. Кураври чăваш тĕррисене пĕтĕмпех Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи ылтăн алăллă ăстасенчен пуçтартăмăр, чи курăмлă тĕслĕхсене суйласа илме тăрăшрăмăр.
   Хисеплĕ Вулаканăмăр! Çын чунĕ илем патне туртăнать пулсан – капăр тĕрĕ те пурăнать, аталанать.
Сире эпир çак куравпа паллашма Çĕнĕ Мăрат библиотекинче кĕтетпĕр.Çак илеме хăвăр куçпа курса киленĕр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Комсомольского района Чувашской Республики

Первоисточник: Тугаевское сельское поселение Комсомольского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Контактные телефоны:   8(83539) 5-24-19

Электронная почта:   metodkoms@mail.ru

Яндекс.Метрика

Схема проезда

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика