Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕрекаç ялĕнчи ача-пăча уявĕ

09:24 03 июня 2013 г.

Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тенчери кун Кĕрекаç ялĕнче хаваслă уяв иртрĕ. Ял халăхĕ ачасемпе пĕрле клуб умне пухăнчĕ. Уяв ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Катькасри пуçламăш шкул-ача сачĕн директорĕ Л.П. Сергеева, «Завод игрового спортивного оборудования» хупă акционер обществăн генеральнăй директорĕ Г.И. Васильев саламларĕç. Паян кунта ялти клубпа юнашар ача-пăча валли вылямалли вырăн уçрĕç. Çакă ача-пăчашăн кăна мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те пысăк саванăç пулчĕ. Оборудование çак ялта çуралса ӳснĕ Васильев Григорий Иванович парнелерĕ. Ярăнмалли оборудование вырнаçтарса лартма активлă хутшăннисене Геннадий Герасимович тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

Катькасри пуçламăш шкулта вĕренекенсем уява пухăннисене илемлĕ ташăсемпе, чăваш юрри-сăввипе савăнтарчĕç. Çавăн пекех Катькасри информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕпе Калайкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Ентеш» пултарулăх коллективĕ те уява юрă-ташăпа илем кӳчĕç. Ял халăхĕ çав тери кăмăллă пулчĕ. Уява пухăннисене поварсем тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕç.

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика