00:00 01 марта 2013 г.
Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче Сӑкӑтри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен I-мӗш фестивалӗ пулса иртрӗ. Кунта районти вӗрентекенсем 5-10 классенче уçӑ уроксем пачӗç. Экспертсем пурин урокӗпе те кӑмӑллӑ юлчӗç. Павлова Н.И., Осипова Л.В., Мадюкова М.И., Сорокина Е.Ф. тaта ыттисен те урокӗсем çӳллӗ шайра иртнине палӑртрӗç.
Унсӑр пуçне учительсен тепӗр ушкӑнӗ хӑйсем хатӗрленӗ методика кӑтартӑвӗсене хӳтӗлерӗç. Унта Яковлева В.П., Кулакова С.П., Перепелкина Е.С., Бабаева Е.М., Табакова М.И. ӗçӗсене пысӑк хак пачӗç.
Класс тулашӗнчи ӗçсенче Анюрова Е.В. тата Гаврилова А.Н. çитекенни пулмарӗ. Ģакӑн пек фестивальсем татах иртессе шанас килет.
Ģак фестивале хутшӑнса малти вырӑн йышӑнма пултарнӑ Яковлева Валентина Петровнӑна шкул коллективӗ саламлать. Малалла та ӑнӑçусем сунать.