Отдел КУ ЦЗН Чувашской Республики "Батыревский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаклă ентешĕмĕрсем!

00:00 25 февраля 2013 г.

 

 Тӑван ҫӗр-шыва сыхласси – чыслӑ та яваплӑ ӗҫ. Ҫӗр-шыва хӳтӗлессине хӑйсен профессийӗ туса хунӑ ҫынсем обществӑра яланах пысӑк хисепре шутланаҫҫӗ.

Ҫак паллӑ уяв кунӗнче эпир хамӑрӑн аслӑ патшалӑхӑмӑрӑн истори тапхӑрӗсене куҫ умне кӑларатпӑр тата унӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ  паттӑрсене чунтан тав тӑватпӑр. Эпир Чуд кӳллипе Куликово хирӗнче, Полтавӑпа Бородино патӗнче хастаррӑн ҫапӑҫнӑ, Мускавпа Сталинград хулисене хӑйсене шеллемесӗр хӳтӗленӗ хӑюллӑ та паттӑр ҫар ҫыннисене аса илетпӗр.

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫнӑ Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ ҫӗршер пин ҫыннӑн тата вӗсен ҫемйин паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхех  сыхланса упранӗ.

Пирӗн республикӑри социаллӑ политика Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсене, вӗсен тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗсене витӗмлӗ те тулли пулӑшу парассине, ҫав шутра пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине те, тӗпе хурать. 2012 ҫулта Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин 859 ветеранӗпе инваличӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма социаллӑ тӳлев илнӗ, асӑннӑ тӗллев валли 839,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2013 ҫулта пурӑнмалли ҫурт-йӗр кирлӗ ҫынсен шутӗнче тӑракан Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин мӗн пур ветераннех пурӑнмалли хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫакӑн валли 766,5 миллион тенкӗ уйӑрса хӑварнӑ.

Хальхи ӑру ветерансен ырӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлӗн тытса пырать. Пирӗн ентешсем Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӗсенчи хӗсмете чыслӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ май, граждансен мирлӗ пурнӑҫне  шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ.

Ҫӗр-шыв хӳтӗлевҫисене пурне те улӑпла сывлӑхпа ҫирӗп чун хавалӗ, ырӑ шанӑҫпа тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                         М.Игнатьев

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350, ЧР, Батыревский район, село Батырево, пр-т Ленина, д.7А
Телефон: (83532) 6-24-58
Факс: (83532) 6-24-58
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика