Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Калайкасси шкулĕнче Ӳрмек Ваçлейĕн «Сартон» кĕнекен хаклавĕ (презентацийĕ) иртрĕ

00:00 11 февраля 2013 г.

Калайкасси шкулĕнче Ӳрмек Ваçлейĕн «Сартон» кĕнекен хаклавĕ (презентацийĕ) иртрĕ

2012-мĕш çул вĕçĕнче Василий Пузырёв педагогăн (Ӳрмек Ваçли псевдонимпа пичетленет) сăвăсен «Сартон» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене «Сартон», «Пул эс арçын» поэмăсем, сăвă ярăмĕсем, юптарусемпе кулăшсем кĕнĕ.

Февралĕн 8-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче «Сартон» кĕнекен хаклавĕ (презентацийĕ) иртрĕ. Çак кун шкула Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, чăваш чĕлхипе литература учителĕсем, ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, вĕренекенсем, автор тус-юлташĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Хăйĕн пултарулăх ĕç-хĕлне сума сăвакансене автор хапăл туса йышăнчĕ.

Уява уçнă май шкул директорĕ И.В. Осипова пирĕн тăрăхра та çакăн пек пултаруллă çын пулнишĕн савăннине, мухтаннине палăртса хăварчĕ. Малашне те çитĕнӳсем тума ăнăçу сунчĕ.

Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев та автора саламларĕ.

Муркашри тĕп библиотека ĕçченĕсем Е.В. Романовăпа И.В. Николаева «Сартон» кĕнекен презентацине хатĕрлесе кĕнекери хайлавсене тишкерӳ туса пачĕç. Василий Максимович трагедилле новеллăн кун-çулĕ пирки каласа кăтартрĕ. Чăваш халăх ăсчахĕ Е.Е. Ерагин Каршлăх çĕрĕнче историлле пулăмсем пирки сăмах хускатрĕ.

Василий Максимович уява пухăннисене тав туса асăнмалăх «Сартон» кĕнекене парнелерĕ. Шкул ачисем уявра юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Кĕнекене çутă кун курма Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн депутачĕ Н.Г. Ванеркин, «Автомиг» предприятин ертӳçи П.Т. Терентьев пулăшнă.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика