Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хастар библиотекарь

00:00 05 декабря 2012 г.

Чурикассинчи вулавăшра 1974 çултанпах вăй хурать Зинаида Васильевна Мазуркина. Таврари çамрăк ăрăва çыннăн пурнăçри тĕллевĕ тата обществăри вырăнĕ çĕр-шыв аталанăвĕнче питех те пысăк пулмалли çинчен, пĕлтерĕшĕ анлине яланах уççăн ăнлантарса парать хастар библиотекарь. Вăл çамрăк ăрăвшăн ырă тĕслĕх.

Нумай ача амăшĕ: тăватă хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Пурне те çемье çавăрма пулăшнă. Çичĕ мăнукĕ ăна савăнтарсах тăраççĕ.

Мĕн ачаранпах колхоз ĕçне хутшăннă. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех пăрусем пăхнă. Ятарлă вăтам пĕлӳ пĕтернĕ хыççăн 1970-мĕш çулта Пукане театрĕнче пĕр хушă ĕçленĕ.

Хăйĕн ырă ĕçĕпе çынсене савăнтарать. Вулавăшра «Ăста пике» кружока ертсе пырать. Унăн уçă та илемлĕ сассине кам кăна итлесе савăнман-ши?! Культура çуртĕнче хутшăнман юрă-ташă фестивалĕ юлман та пулĕ Зинаида Васильевнăн.

Çын ĕçпе илемлĕ. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе çынсен чунне çĕклет. Сцена çине тухма çĕленĕ кĕпесене илемлĕ чăваш тĕррисемпе мĕн чухлĕ тĕрлесе капăрлатнă пулĕ! Бисерпа илемлетнĕ шӳлкемисем кама кăна савăнтармаççĕ-ши тата!

Нихăçан та мухтанма юратмасть вăл, ăна халăх мухтать, асĕнче хăварать. Сирĕн сывлăху çирĕп пултăр нумай çул пурăнма тет ялти халăх ăна юратса.

Пултарулăхне кура хисепĕ! Ĕç ветеранĕ пулсан та активлă ĕçлет Зинаида Васильевна! Чăнах та, вăл хăйĕн вырăнне пурнăçĕнче тупнă темелле.

Зинаида Васильевнăна юбилей ячĕпе саламласа çăл куç пек тапса тăракан вай-хăват, юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр, телей те ăнăçу сунатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика