Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тавах сана, аннеçĕм»

00:00 27 ноября 2012 г.

Анне, тав тăватпăр сана чĕререн,

Тайма пуçăм сире пирĕнтен,

Ăшшуна парайăн-çке чунтан,

Эсĕ хаклă пире ылтăнран.

Эс пурри пире савăнтарать,

Пур тăван та сана cаламлать.

Сывлăх пултăр мĕн ватăличчен,

Пурăнма сунатпăр çĕр çулччен!

 

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Калайкасси культура çурчĕнчи вулавăшра аннесене халалласа «Тавах сана, аннеçĕм» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Паллă самантпа савăнма йышлăн пухăнчĕç. Вĕсене Зинаида Васильевна Мазуркина библиотекарь тараватлăн кĕтсе илчĕ. Унăн тус-юлташ нумай – поэтсем, юрăçсем, вулавçăсем, ăстасем.

Малатанах шкул ачисем амăшĕсене халалласа сăвăсем вуларĕç. Кайран Марина Ильичёва Шуракăш кĕнекепе «Ай, юрлар-и, юрăсем» презентацине ирттерчĕ. Марина Шуракăшăн улăпла ырă ĕçĕсем çинчен асăнса хăварчĕ. Вăл наци культурине аталантарассишĕн, чăваш юррине пĕтĕм тĕнчене сарассишĕн ырми-канми тăрăшнипе, ытарайми хитре юрăсем çырнипе паллă пулса тăрать. Хăйне халăх чунтан-вартан юратнине шута хурса кăçал ăна пирĕн этносăн чи пысăк, чи хисеплĕ наградине, чăваш халăхĕн И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен наци премине те парса чысларĕç тата «Мĕнпур чăвашсен наци культурин халăх артистки» - хисеплĕ ята илме тивĕç пулнă.

Уява пухăннисемпе пĕрле унăн юррисене юрласа савăнчĕç. «Тăван чĕнчĕ хăнана», «Чунтан савăнар», «Çырусем, çырусем» - ытарайми Шуракăш юррисем чĕререн тухмĕç ĕмĕрне. Çавăн пекех Светлана Асамат юррисене те шăрантарчĕç.

Петр Яковлевич Мазуркинăн илемлĕ йывăç ерешĕсем чуна тыткăнларĕç. Илемлĕ кĕвĕ-юрăпа саламларĕ купăсçă амăшĕсене. Пухăннисем нумайлăха асра хăварĕç çак каçра итленĕ сăвă-юрă саламĕсене. «Тавах эсир пурришĕн, нумай çул пурăнма сывлăху пултăр», - терĕç ертсе пыракансене аннесен уявне пухăннисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика