Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асра юлнă кун

00:00 23 апреля 2012 г.

Первомайски вăтам шкулěн 10-мěш класěнче вěренекенсем хăйсен класс ертÿçипе А.И.Селивановапа пěрле ака уйăхěн 21-мěшěнче Шупашкарта пулчěç.

Чи малтан «Сеспельте» илемлě фильм пăхрěç. Ун хыççăн «Парусра» тутлă апат çирěç. Вара Атăл хěррине çул тытрěç. Çурхи хěвел ăшшипе киленсе уçалса çÿрерěç, асăнмалăх сăн ÿкерчěксем турěç. Каçпа вара К.В.Иванов ячěллě Чăваш патшалăх академи театрěнче «Вăрланă телей» спектакль  пăхса киленчěç. Спектакль пурне те килěшнě, ун сюжечě каялла киле таврăнакан ачасене  çул тăршшěпех  калаçтарнă.

 Çакăн пек усăллă çулçÿревсем вěренекенсенче ырă шухăш-туйăмсем вăратаççě, сывлăха та упрама хистеççě.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика