Территориальный отдел  "Кадикасинский"  Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван ялăм – савнă ялăм» – Катькасри ял уявĕ

15:08 06 июня 2023 г.

Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл – ял уявĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял уявĕ – чи кĕтнĕ самант.

Катькас халăхĕ ял уявне 1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн ял халăхĕ  уява паллă тума кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнаççĕ, шахматла та выляма пулать. Ача-пăча пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ӳкерме тăрăшса çĕнтерӳçĕ пулма васкать. Ачасене савăнма батут та пулчĕ. Ялти библиотека ертÿçи Анжелика Угарова ял-йыш валли тĕрлĕ мероприятие çутатса паракан стенд, ал-ĕçĕсен куравне йĕркелерĕ. Уява ертсе пычĕ. Ялти Культура çурчĕн ертÿçи Любовь Сергеева халăх валли шÿрпе пĕçерес ĕçе, Александр Обручников шахматла выляссине йĕркелерĕ.

Уяв ячĕпе Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, ял тарахĕн ветерансен Канашĕн ертÿçи В.Н. Волкова тата Л.П. Сергеева саламларĕç. Пурне те çирӗп сывлӑх, савăк кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗ çитĕнӳсем тата ырлӑхпа телей сунчĕç.

Уявра «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнăн концерчĕ, «Сывлăмпи» ушкăн халăх кăмăлне çĕклерĕ. Шурчари Культура çурчĕ çумĕнчи «Шурча» эстрада ансамблĕ халăха савăнтарчĕ. Вĕсем шăрантаракан хаваслă та илемлĕ юррисем халăха пĕр вырăнта ларма памарĕç, ташлама хистерĕç.

Ял халăхне Егорова Людмила Александровна, Угарова Зоя Даниловна тата Сусанина Любовь Алексеевна килте вĕретнĕ сăрапа сăйларĕç. Ял халăхĕ валли техĕмлĕ шÿрпе Людмила Мочалова, Ирина Осипова, Валентина Угарова, Зинаида Матвеева, Олеся Ельникова пĕçерчĕç. Марина Волкова хăй ăсталанă япаласене курава илсе тухрĕ. Музыка енĕпе Елена Тяпкина тата Олеся Серова йĕркелесе пычĕç.  Активлă хутшăнакансене парнесем парса хавхалантартăмăр. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса 45, 40, 35, 25 çул пĕрле пурăнакансене те чысларăмăр. Турник çинче вăй виçсе мала тухма пултарнисене, волейболла вылякансене парнесем парса хавхалантартăмăр.

Ял уявĕ питĕ аван иртрĕ. Ял-йыш тулли кăмăпа артистсемпе пĕрле юрласа, ташласа каçченех савăнчĕ.

Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин генералнăй директорĕ Малов Владимир Николаевич пулăшрĕ. Çавăн пекех ял-йыш та яланхиллех укçа пачĕ. Уява ирттерме те, хатĕрленнĕ чухне те пулăшакансене чун -чĕререн тав тăватпăр! Пурне те, пурне те пысăк тав!

 А. Угарова библиотека ертÿçи

 

 

 

Территориальный отдел "Кадикасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика