13:02 16 мая 2018 г.
Патăрьел районĕн Мăшăрлану керменĕнче май уйăхĕн 15-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче - анлă пурнăç çулĕпе 60 тата 55 çул хушши алла-аллăн тытăнса утакан мăшăрсене чысларĕç.
Упамса ялĕнче пурăнакан Геннадий Васильевичпа Клавдия Петровна Леонтьевсем - май уйăхĕн 7-мĕшĕнче 55 çул пĕрле пурăннине паллă турĕç.
Пурнăçа пурăнса ирттересси хир урлă каçасси мар, тенĕ ваттисем. Чун юратнă мăшăрпа нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса, сума суса пурăнни Турă панă телей. Кил-йышра телейлĕ çын чăннипех ăраскаллă. Çирĕп çемье - чи пысăк пуянлăх, вăл пире тĕрлĕ йывăрлăхран хỹтĕлет, пурнăç савăнăçĕ парнелет, пуриншĕн те шанчăклă тĕрек пулса тăрать. "Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем - çемйипе", - тесе халăхра ахальтен каламаççĕ.
Геннадий Васильевичпа Клавдия Петровна иккĕшĕ те Упамса ялĕнчех çуралса ỹснĕ, вĕсен ачалăхĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтне лекнĕ.
Клавдия Петровнăн ашшĕ ялтан чи малтан тухса кайнă арçынсен шутĕнче пулнă, икĕ уйăхранах вăл вилни çинчен хут килнĕ (ялта чи пĕрремĕш вилнĕ хут пулнă вăл). 7 çулхи тетĕшĕ, 2-ри Клавье тата 4 уйăхри шăллĕ тăлăха юлнă. Ачалăхĕ тертлĕ пулнă хĕрачан, вăл 4 класс пĕтернĕ чухне амăшĕ йывăр чирлесе каять. Инкекĕсем вара пĕрин хыççăн тепри тупăнсах пыраççĕ: вĕсен хуçалăхĕ çунса кĕлленет, çемьен хваттерте пурăнма тивет. Кили хуçалăхра та ĕне выльăх ăнман: тĕрлĕ сăлтава пула 3 ĕне вилнĕ. Çамрăк хĕрачапа шăллĕ кĕтỹ кĕтме вырнаçнă, 10 çултанах тырă вырма çỹренĕ.
Геннадий Васильевич ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 9 уйăхра çеç пулнă. 1943 çулта унăн ашшĕ Курск хулишĕн пынă çапăçура аманса госпитале лекет, анчах йывăр сурансене пула ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Амăшĕ пĕчченех ỹстерсе çитĕнтерет ывăлне. Геннадий ялти 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, çара кайичченех "Красная поляна" колхозăн пилораминче вăй хурать. 1959 çулхи кĕркунне салтака каять, Азербайджанпа Иран чиккинче пограничник пулса службăра тăрать, "Отличный пограничник" значока тивĕçет.1962 çулта яш каччă яла таврăнать, çавăн чухнех чипер Клавьене куç хывать.
Кĕçех çамрăксем тус-тăванĕсене пуçтарса, туй юрри юрласа, мăн кĕрỹсемпе туй арăмĕсемпе чăн-чăн чăваш туйĕ ирттереççĕ. Çакăнтан çемье пурнăçĕ пуçланнă çамрăксен. Пурнăç урапи пĕрре те çăмăл кусман: Клавдия Петровна мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех нумай çул хушши колхозра вăй хунă, дояркăра ĕçленĕ, пăрусем пăхнă. Геннадий Васильевич Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнчи тĕрмере хуралта тăрать, кайран уй-хир бригадирĕ, заправщик, "Россия" колхоз ферминче кочегар пулса ĕçлет, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçет.
Пурнăç малалла шунăçемĕн Леонтьевсен çемьине çĕнĕ кайăксем пĕрин хыççăн тепри вĕçсе килеççĕ. Виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ мăшăр. Паянхи кун Леонтьевсем иккĕшех пурăнаççĕ, пахча-çимĕç лартаççĕ, чăх-чĕп, качака, сурăхсем тата вĕлле хурчĕсем усраççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ патне килсех çỹреççĕ, 10 мăнукĕпе 6 кĕçĕн мăнукĕ ватăсене савăнтарсах тăраççĕ.
Паянхи юбилярсем мĕн тери кăмăллă мăшăрсем. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. 55-60 çул вăл пилĕк çул мар вĕт. Çак вăхăтра вĕсем хуйхи-суйхине те курнă, йывăрлăхсене те сахал мар чăтса ирттернĕ, савăнăçа та пĕрле пайланă. Паллах, кил-çуртра тирĕк-кашăк та шăкăртатнах ĕнтĕ, анчах та пĕр-пĕрне каçарма пĕлнĕ, телейпе нушана пĕрле пайланă. Мухтанмалла пирĕн çакăн пек мăшăрсемпе, вĕсем утса пыракан пурнăç çулне савăнса пăхмалла.
Çавăн пекех тепĕр мăшăра - Александр Геннадьевичпа Елена Геннадьевна Егоровсене - май уйăхĕн 9-мĕшĕнче 20 çул пĕрле пурăннине паллă тунă ятпа саламларĕç. Леонтьевсен кĕçĕн хĕрĕн çемьишĕн ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхне яланах куç умĕнче тăратма сунчĕç, 2048 çулта "Ылтăн туя" Мăшăрлану керменĕнче паллă тума май паракан сертификат парса чысларĕç.
Паянхи уява килнĕшĕн çемье юбилярĕсене, ачисемпе çывăх çыннисене, Владимир Верликов ертсе пыракан Çĕньялти "Илем" халăх фольклор ушкăнне, Турхан ялĕнчи культура çурчĕн режиссерне Мария Федоровăна пысăк тав. Патăрьел районĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе пурне те телей, сывлăх тата ăнăçу, килĕштерсе пурăнма, пĕрле савăнса, йывăрлăхсене - пĕрле çĕнтерсе, пĕр-пĕрне пулăшса, хисеплсе пурăнма суннаççĕ. Çемье сирĕншĕн пуриншĕн те чи пысăк тĕрек пултăр!
Патăрьел район администрацийĕн сайтчĕн матералĕсемпе усă курнă.
Тарханское сельское поселение Батыревского района