Васильев Егор Григорьевич ноябрей 15-мӗшӗн 1941-мӗш ҫулта Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫак ялтах ҫичӗкласлӑ шкула 1956-мӗш ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. ун хыҫҫӑн Чулхула облаҫӗнчи Михайловски вӑрман хуҫалӑхӗнче виҫӗҫул хушши ӗҫленӗ. Вӑхӑт ҫитсен салтака кайнӑ. Унта виҫӗҫул хушши службӑра тӑнӑ. Салтакран таврӑнсан тӗрлӗҫӗрте ӗҫлеме тӳр килнӗ: ферма заведующинче, Ҫуткӳлти культура ҫурчӗн директорӗнче, Муркашри сельхозтехникӑра вӑй хунӑ. Унтан, мӗн- пенсине тухичченех, перекет банкӗнче хуралта вӑй хума тивнӗ. Кирек мӗнле ӗҫе те Егор Григорьевич йӗркеллӗ, тирпейлӗ,вахатра пурнаҫлана.
Паян Васильев Егор Григорьевич Якаткасси ялӗнчех пурӑнать. Нумай ҫул хушши староста пулса ӗҫлерӗ. Хӑйӗн мӑшӑрӗпе, ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса, ыр курса пурӑнать, килти хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетет, пыл хурчӗсемпе аппаланать. Ял халӑхӗӑна
хисеплет, сума сӑвать.
Васильев Егор Григорьевич