Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе «Восславим женщину» фестивале 3-мĕш çул йĕркелеççĕ (ГТРК Чувашия Вести Чaваш ен. Вечерний выпуск 21.11.20132)

22 ноября 2013 г.

Уяв ыран Чăваш патшалăх филармонийĕнче 11 сехетре пуçланать. Кăçалхи финал Анне кунĕ умĕн пулать. Унта тĕрлĕ ял-хулари 25 хĕрарăм хутшăнать. Вĕсенчен пĕри - Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинчи вăтам шкул директорĕ - Галина Архипова. Галина Ивановна 39 çул юратнă ĕçре. Аслă пĕлỹ илсен çак шкула килнĕ те яланлăхах юлнă. «Восславим женщину» фестивале хутшăнма шкулти хĕрарăмсен коллективĕ, çемйи пирки презентаци хатĕрленĕ. «Пултаруллă çын нумай. Анне, аппасем, хĕр, кин, ĕçтешсем †кашнин хăйĕн тивĕçĕпе çитĕнĕвĕ, каласа памалли пайтах,» - тет вăл. Сăмах май, Галя кинĕ - Татьяна Петрова-Архипова Лондонри 30-мĕш Олимп вăййисен бронза призерĕ. Галина Ивановна обществăлла ĕçе хастар хутшăнать. Нумай ачаллă е йывăр шăпаллă çемьесен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать. Мартăн 8-мĕшĕнче, ватă çынсен кунĕ тата ытти уявсенче хĕрарăмсене валли уявсем йĕркелеме хутшăнать. Пур çĕре те ĕлкĕрме тăвансем, ĕçтешсем ăнланни пулăшать, - тет вăл. Галина Ивановна 10-мĕш çул ĕнтĕ шкул тилхепине тытса пырать. Ачасене 20 çул физкультура вĕрентнĕ, 18 çул - географи. «Восславим женщину» фестивале тĕрлĕ ĕçри хĕрарăмсем хутшăнĕç. Чăваш Енĕн социаллă-экономикăлла пурнăçне аталантарассине вĕсем пурте пысăк тỹпе хываççĕ. Алена Алексеева, Александр Яковлев

ГТРК Чувашия Вести Чaваш ен. Вечерний выпуск 21.11.20132
Алена Алексеева, Александр Яковлев
Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика