Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Элĕкре кăçал социаллă программăпа килĕшỹллĕн 73 çынна çĕнĕ хваттерсене куçарĕç

19 июня 2014 г.

Юхăннă çуртсенче пурăнакансене хваттерсемпе тивĕçтересси, пĕтĕмĕшле илсен, республикăра ăнăçлă пурнăçланать. Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче кăна çак ĕç юларах пырать. Элĕкре пĕлтĕр тата темиçе çул каялла хăпартнă çуртсем çумĕнче тепĕр 3 хутли аякранах курăнса ларать. Çуртсем тума тата коммуналлă хуçалăха çĕнетсе пымалли фондран 15 миллион та 100 пин, çавăн пекех республика бюджетĕнчен 8 миллион та 500 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал социаллă программăпа килĕшỹллĕн 73 çынна çĕнĕ хваттерсене куçарма палăртнă пулин те, Элĕк салинче тата 133 çын черетре тăрать. Вĕсем валли 53 хваттер уйăрмалла. Район администрацийĕнче ку ыйтăва та татма палăртнă. Район администрацийĕ нумай ачаллă çемьесене тата тăлăх ачасене çĕнĕ хваттерсене куçарассине те вăраха ярасшăн мар. Колхоз урамĕнчи çурт хваттерĕсене çынсем валли хатĕрлеççĕ. Кунта пластикран тунă чỹречесем лартнă, электричество, газпа шыв кĕртмелли тытăмсем пур, кашни пỹлĕме ăшăтса тăмалли хатĕрсем вырнаçтарнă. Строительсем халĕ хваттерсен стенисене йĕркене кĕртеççĕ. Подряд организацийĕ те вырăнтиех. Конкурсра çĕнтерсе вăл Элĕкре нумай хваттерлĕ темиçе çурт хăпартнă. Çурт-йĕр йĕри-таврашне тирпейлесе çитерессе ача–пăча та чăтăмлăн кĕтет. Кĕçех кунта асфальтпа тротуар, ача-пăча вылямалли вырăн, ешĕл курăклă лаптăксем пулĕç. Строительство ĕçĕсене çурла уйăхĕнче вĕçлеме шантараççĕ.

20140619_chuvash
Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика