25 мая 2018 г.
Тăнăçлă та телейлĕ пуласлăхшăн ирсĕр фашистпа пурнăçне хĕрхенмесĕр кĕрешнĕ асатте-кукаçи умĕнче, тылра ырми-канми фронта пулăшнă асанне-кукамай умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр пуç таятпăр. Çак тивĕçе асра тытса Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырмара палăк уçрĕç.
Тури Шурçырма – пĕчĕк кăна ял, унта 58 çын шутланса тăрать. Вĕсенчен шкула çÿрекенни пĕр ача тата кĕçĕнреххисем темиçен. Анчах пĕчĕк ялăн чунĕ пысăк: таса тÿпеллĕ пуласлăхшăн этем чăтайми терт-асап тÿснĕ асатте-асаннесен ячĕпе палăк лартас тенине пурте ырланă. Инçетре пурăнакансем те тăван ялшăн укçа-тенкĕ хĕрхенмен.
Пуçаруллă ял çыннисене тав тума Шупашкартан строительство министрĕн çумĕ Максим Иванов тата Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Борис Марков килсе çитрĕç. Ялтан вăрçă хирне 61-ĕн тухса кайнă, 31-ĕшĕ каялла таврăнайман. Халĕ Тури Шурçырмара пĕр ветеран та юлман, çав тискер вăхăта тÿснисен ячĕпе тылра ĕçленĕ Рея Степанова калаçрĕ. Ялта вăл чи ватти – 92-ре.
Ял-йыш пĕр çын пек пулса паттăр ентешсене сума суни кунта çуралса ÿснĕ Николай Ишентей паллă çыравçа сăвă çырма хавхалантарнă. Никам та лăпкă юлман: палăка лартма кăна мар, уçма та ав туялли-кÿмелли таранччен пуçтарăннă.
Тури Шурçырмасем палăк лартнине пĕрремĕш тапхăр кăна-ха теççĕ, малашне ку тавралăха хăтлăлатасшăн, йывăçсем лартса Çĕнтерÿ паркĕ уçасшăн. Ял старости калашле, килекенсем кунта чарăнса палăк çине çырнă ятсене вулаччăр, пуç тайччăр, чечек çыххи хуччăр, ялтан тухса кайнă чухне ырă çулпа çÿреме пил ыйтчăр.
Марина Карягина, Владимир Синдеев.
Подробнее...