Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Вести Чăваш ен. Вечерний выпуск 22.04.2014 "Салтак тăван çĕрĕнче канлĕх тупрĕ"

02 мая 2014 г.

Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа тепĕр 2 эрнерен 69 çул çитет. Хăрушă вăрçă кашни çемьерех тарăн йĕр хăварнă, миллионшар çын çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Анчах та, паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. Раççейре çулсерен ирттерекен «Асăну вахти» акци вĕсене шыраса тупма пулăшать. Нумай пулмасть, савăнăçлă хыпар Вăрмар районне çитрĕ. Тверь облаçĕнчи Торжок хули çывăхĕнче Çĕнĕ Вĕренертен вăрçа тухса кайнă Иван Филипповăн шăмми-шаккине тупнă. Ăна тăван тăрăха илсе килсе пытарчĕç. Шанăç çухатнисен савăнăçĕ хыпар кĕтме пăрахсан çитнĕ. Иван Филиппов ỹчĕ 73 çул вăрçă хирĕнче тăпрапа варăнса выртнă. Унăн шăмми-шаккине Торжокри шыравçăсен «Виктория» отрячĕ тупнă. Тинех салтак тăван ялне таврăнчĕ. Çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуçне хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Иван Филипповича юлашки çула ăсатма тăванĕсем, ял-йыш, Мускаври чăваш офицерĕсен «Сыны Отечества» пĕрлешỹре тăракансемпе ытти çар çыннисем йышлăн пухăнчĕç, çĕр-шывшăн пуçне хунă паттăра аса илчĕç. Вăрçа тухса кайнă чух Иван Филиппович 41 çулта пулнă. Унăн мăшăрĕ 6 ачипе тăрса юлнă. Çемье тăтăшах фронтран çыру кĕтсе пурăннă. Салтак хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут 1947-мĕшĕнче çитнĕ. Анчах та Филипповсем çемье пуçлăхĕ килне таврăнасса шанса пурăннă. Халĕ паттăрăн ачисенчен те Челябинскра пурăнакан хĕрĕ çеç сывă юлнă. Иван Филипповăн мăшăрĕ 43 çул каяллах çĕре кĕнĕ. Салтакăн шăмми-шаккине тупăка куçарнă хыççăн масар çинче пачăшкă панихида ирттерчĕ. Çак сăваплă ĕç Мăн кун эрнине лекнишĕн пухăннисем те куççульпе савăнчĕç. Историри тĕрĕсмарлăх чăнлăхпа çуталчĕ. Иван Филиппович халĕ ĕмĕрлĕхех мăшăрĕ çумĕнче вырăн тупрĕ. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине Вăрмар районĕнчен 6900 çын тухса кайнă, 4 131-шĕ каялла таврăнайман. Çав шутран 2 пинĕшĕ хыпарсăр çухалнă. Халĕ шыравçăсем тăрăшнипе нумайăшĕ канлĕхне тăван çĕрте тупма пултарать. 


Алексей Енейкин, Александр Яковлев

ГТРК Чувашия Вести Чaваш ен. Вечерний выпуск 22.04.20142
Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика