17 мая 2013 г.
Сочирен Чaваш Ене таврaнакан микроавтобус хирeç çул çине тухса йывaр тиевлe машинaпа çапaннa. 9 çын халe больницaра, 10-шe вара eмeрлeхех çут тeнчепе сыв пуллашнa. Пирeн пултарулaх ушкaнe тин кaна Вaрмар районeнчен таврaнчe. Унта Аслa Чак, Энeшпуç, Атнаш, Пысaк Енккасси ялeсенче, Вaрмар поселокeнче пурaннa çынсене юлашки çула aсатрeç. Пeрне п?рт лартма, теприне пысaк çемйине тaрантарма укçа кирлe - урaх çeре eçлеме кайнa кашни çыннaн хaйeн тeллевe пулнa. 10 çынран пeри те тaван çeре тупaкра таврaнасса шутламан. Аслaчаксем харaсах 4 ентешне пытарчeç. Вячеслав Левский, Михаил Павлов, Олег Никифоров, Сергей Яковлев ? пурте вaй питти ар çынсем, пурне те ял-йыш ырaпа аса илет. Сочи тaрaхне вeсем тaтaшах ç?ренe. Вячеслав Левскийпе Михаил Павлов пeрле çитeннe, пeр класра вeреннe, к?ршeсем пулнa. Юлашки çула та вeсене пeрлех aсатрeç. Вячеслав Левскин 11 çулти хeр ачи тaлaха юлнa. «Ырa кaмaллa, ш?тлеме юратакан çынччe», - теççe ун пирки тaванeсем, к?ршисем. Çут тeнчерен уйрaлнисемпе ял хeрринчи часовня умeнче сыв пуллашрeç. Аслa Чак ялeнче пурaнакансем хуйха пурте пeрле пайлама тaрaшрeç. Чрезвычайлa лару-тaру министерствинче eçлекенсем, психологсем те юнашар пулчeç. Аварире вилнисен тaванeсене пулaшма Чaваш Ен Правительстви 150 пин тенкe уйaрнa. 80 пинe - вилнисене пытарма, ытти укçана вeсен тaванeсене валеçсе парeç. Кашни çемьене 5-шер пин тенкe тивeçет. Унсaр пуçне район администрацийe те пулaшу к?рe. 58 çулти Олег Никифорова Сочине çула тухас умeн юлашки хут eçлеме кайса килетeп, тесе тем калаттарнa eнтe. Ял халaхe çав сaмахсем т?рре тухасса пачах кeтмен. Пысaк хуйхa пурне те кулянтарать. Вaрмар тaрaхeнче паянпа ыран хурлaх кунeсем тесе пeлтернe.
Екатерина Фомина, Леонид Петров, Владимир Синдеев
Вести Чaваш ен. Вечерний выпуск 16.05.2013
Подробнее...
Пенза-Тамбов çул çинчи аварире пурнăçран уйрăлнисене юлашки çула ăсатрĕç (Вести Чăваш ен. Вечерний выпуск 16.05.2013)